Яковлевӑн ырӑ ячӗпе пӗрлех чӑвашлӑх упранать

Иван Яковлева сума суса вӑл ҫуралнӑ Кӑнна Кушки ҫӗрӗ ҫинче уяв иртрӗ. Чӑваш Ен делегацийӗ унта кашни ҫулах хастар хутшӑнать.

Алексей Енейкин, Артур Галкин

Тутарстанри Теччӗ районне кӗрекен Кӑнна Кушки чӑвашлӑхпа сывлакан кашни ҫыншӑн хӑйне евӗрлӗ сӑваплӑ вырӑн. Аслӑ вӗрентекенӗмӗре сума сӑвакансем кунта унӑн ҫуралнӑ кунӗ ҫитичченех пуҫтарӑнма пуҫлаҫҫӗ. Чӑваш Енрен те тӗрлӗ делегаци килсех тӑрать.

Аякри хӑнасем пуш алӑпа килмен. Шупашкартан ҫитнӗ ушкӑн кӑннакушкисене Иван Яковлевӑн 170 ҫулхи юбилейӗ тӗлне "Чӑвашкино" ӳкернӗ документлӑ фильм парнелерӗ. Теччӗре пурӑнакан Николай Сергеев меценат вара кунти музея вӗрентекенӗмӗр чӑвашла куҫарнӑ Евангелие пачӗ. Темиҫе тиражпа кӑна кӑларнӑ "Ҫӗнӗ сӑмахра" автор чӑвашлӑх ҫырнӑ умсӑмах та пур. Ҫак кунсенче Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хуракан яланах нумай. Хӑнасене ял-йыш тарават йышӑнать. Ялти асӑну вырӑнӗсенче, шкулпа музей ҫуртӗнче экскурсисем йӗркелет. Кунти кану паркӗ уйрӑмах ҫулла хӑнапа тулли пулать. Чи пӗлтерӗшли - Яковлевӑн ырӑ ячӗпе пӗрлех чӑвашлӑх упранать.

Чӑваш халӑхне ҫутта тухма пулӑшнӑ Патриархӑмӑр пехиллесе хӑварнӑ халал сӑмахӗсене тӗпе хурса пурӑнасчӗ. Ырӑ ӗҫпе тата ҫутӑ ӗмӗтпе пулсан пирӗн пуласлӑх та илемлӗ пулӗ.