Ӳнер музейӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗн Анатолий Рыбкинӑн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Ӑна сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑранпа 70 ҫул, Шупашкар никӗсленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалланӑ. "Манӑн кивӗ ырӑ кил - тӑван Чӑваш Енпе унӑн ҫыннисем" ярӑмри хайлавсене кӑҫал Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме тӑратнӑ.

Марина Карягина, Вадим Владимиров

Кивӗ хӳмене, кил-ҫурт таврашӗнчи усӑ курма пӑрахнӑ япаласене е йӑран ҫинчи катемпие Анатолий Рыбкин художник куҫӗпе пӑхсан, вӗсене чӗм кӗрет тейӗн: хайлавсенчен ачалӑхри урам тусанӗн шӑрши, тӑван ял хӗвелӗн ӑшши килме пуҫлать. Геннадий Козлов музей пуҫлӑхӗ курава: "Анатолий Петрович - ытла та ӗҫчен ӳнерҫӗ, пысӑк патриот тата тӗнче шайӗнчи ӑста", - тесе уҫрӗ.

"Художник ачалла тӗлӗнме, кашни ҫӗнӗ куншӑн савӑнма пӗлет, ҫавӑнпа унӑн хайлавӗсем чӗрӗ пек - сывлаҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ", - терӗ Анатолий Петровича саламланӑ май культура министрӗн ҫумӗ Елена Чернова. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем те ӳнерҫӗпе унӑн хайлавӗсем ҫинчен нумай паха сӑмах каларӗҫ. Антонина Мордвинова, нумай пулмасть Рыбкинӑн "Манӑн кивӗ ырӑ кил" кӗнекине хатӗрлесе кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ искусствовед, ентешӗмӗр ҫынна ҫав тери ҫивӗччӗн туйнине, унӑн картинисем кӗвӗлӗхпе уйрӑлса тӑнине, маҫтӑр аллинчи кӑранташ е киҫчӗк пысӑк юратупа ӗҫленине палӑртрӗ. Сӑрӑ ӑстине вӑй-халпа хавхалану кӳрсе тӑраканни - ҫуратса ӳстернӗ Вӑрманкасси тӑрӑхӗ. Юрий Викторов искусствовед пӗлтернӗ тӑрӑх, Анатолий Рыбкин Сӗнтӗрвӑрринчи Зайцев ячӗллӗ галерейӑна 70 ытла картина парнеленӗ - ку ытти художниксемшӗн те тӗслӗх ӗнтӗ. Рыбкин хайлавӗсем тӑван ҫӗр сӗткенне туйса ҫитӗннӗ ҫамрӑксемшӗн те ҫывӑх та хаклӑ.

Чӑнах та, художник пултарулӑх ҫулҫӳревӗсене чылай тухса ҫӳренӗ, чикӗ леш енче те самай курав уҫнӑ. Эппин, вӑл инҫетре те картинисемпе чӑваш ҫӗрӗ-шывӗпе унӑн ӗҫчен ҫыннисен ӑшпиллӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, хӑй вӗсен культурине ӑша илсе таврӑннӑ., анчах ют витӗмпе суйланӑ ҫулне ҫухатман. "Египед пирамидисене хытса кайса сӑнарӑм, Микеланжелӑн "Тӗнчене ӑсталани" хайлавӗ айӗн иртрӗм, этемлӗхӗн чи паллӑ икӗ шедеврӗн оригиналне - "Джокондӑпа" "Хура тӑваткӑла" - куртӑм, "Кураксем вӗҫсе килчӗҫ" картина чи юратни пулса юлчӗ", - тет Анатолий Рыбкин. Вӑл хӑйне кашни пӗлтерӗшлӗ утӑмӗнче ӑнӑҫуллӑ ҫын тесе шутлать.

Курава 200-е яхӑн ӗҫ тӑратнӑ, вӗсене темиҫе ярӑма пайланӑ: "Раҫҫей тӑрӑх" (кунта хӑй пурӑнакан Питӗр хулинче, Красноярск тӑрӑхӗнче, Чукоткӑпа Таймырта, Карелипе Крымра ҫырнӑ картинӑсем), "Тӗнчери халӑхсем" (Сири, Египет, Тунис, Инди, Куба, Итали, Франци, Германи, Китай ҫӗрӗсенче ӳкернӗ хайлавсем) тата "Тӑван Чӑваш Енпе унӑн ҫыннисем" ярӑм. Унӑн чӳречисем пире 70 ҫул каялла больницӑра та мар, килте, эпи карчӑк пулӑшнипе ҫут тӗнчене килнӗ чӑваш ачи аслӑ тӗнчене тухса хӑйӗн сассине памалӑх, тӑван халӑхне ҫӗклемелӗх ӳсни ҫинчен шухӑша яраҫҫӗ.

Ҫакна палӑртса хӑварар: "Тӑван Чӑваш Енпе унӑн ҫыннисем" ярӑма кӑҫал республикӑн Патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Курав ҫу уйӑхӗн 12-мӗшччен ӗҫлет.