ГТРК Чувашия / Республика Пуҫлӑхӗ районсенчен тӗрлӗ ыйтупа ҫитнӗ ҫынсене йышӑнчӗ
Версия сайта для слабовидящих

22 ноября 2019 12:59   -6°   $63.84 €70.70

22.04.2019 09:08

Республика Пуҫлӑхӗ районсенчен тӗрлӗ ыйтупа ҫитнӗ ҫынсене йышӑнчӗ

Каҫал тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ ФАП хӑҫан тума тытӑнӗҫ тата Улатӑрти ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне юсасса чылай кӗтмелле-и? Унсӑр пуҫне Шупашкар - Сӑр ҫулӗн пӗр лаптӑкӗ ҫинче хунарсем ҫуталӗҫ-и? Тӗрлӗ ыйтупа ҫитнӗ ҫынсене Республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев йышӑнчӗ.

Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова

Ольга Васильевна Каҫал тӑрӑхӗнчен Михаил Игнатьев патне пысӑк шанӑҫпа ҫитнӗ. Хирти Ӗнелте пурӑнакансем фельдшерпа акушер пункчӗ ҫуккипе нумай ҫул аптраҫҫӗ. Тахҫан вӑл пулнӑ, анчах иртнӗ ӗмӗрен 60-мӗш ҫулӗсенче лартнӑ ҫурт кивелнӗ. Халӗ тухтӑрсем ҫынсене ялти Культура керменӗнче йышӑнаҫҫӗ. Хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме килен-каян вырӑнти артистсемпе пайлать.

Ҫӗнӗ пункта республикӑри инвестици программипе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ. Ольга Васильевна каланӑ тӑрах, унта ӗҫлеме ҫамрӑк специалист та пур. Элӗк районӗнчи нумай ача амӑшне вара хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Шуркасси Юнтапа шкулне ачасем виҫӗ ялтан ҫӳреҫҫӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ "Шупашкар - Сӑр" аслӑ ҫулпа юнашар вырнаҫнӑ. Ҫутӑ хунарӗсем ҫуккипе каҫхине шкул ачисене каҫса ҫӳреме хӑрушӑ. Республика пуҫлӑхӗ ҫак ыйтӑва авӑн уйӑхӗччен татса пама шантарчӗ. Унсӑр пуҫне ялта ӑпӑр-тапӑр вӑхӑтра илсе тухнипе тухманнипе кӑсӑкланчӗ регион ертӳҫи. Хальлӗхе ҫӳп-ҫапа михӗсемпе леҫетпӗр, терӗ Заира Иванова. Ҫитес вӑхӑтра вырӑнти пуҫлӑхсем контейнер лартма сӑмах панӑ. Анчах та калаҫу вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрчӗ: ӑпӑр-тапӑршӑн ял ҫыннисем 60 мар, 70 тенкӗ тӳллеҫҫӗ. Улатӑртан вара ҫӳп-ҫап купипе юнашар пурӑнакансем ҫитнӗ. Татьяна Багманова каланӑ тарӑх, ҫӳп-ҫап купи ялан тӗтӗм кӑларса тӑнӑран таврана ырӑ мар шӑршӑ сарӑлать, ҫынсем ҫавӑншӑн кӑмӑлсӑр. Республика пуҫлӑхӗн сӑмахӗпе, ку вырӑна ҫитес ҫулсенче тирпейлеме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне Улатӑр хулинче пурӑнакансене ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн шӑпи шухӑшлаттарать. Тахҫанах юсаманран вӑл юхӑнса кайнӑ. Михаил Игнатьев ку ыйтӑва вырӑнти пуҫлӑхсемпе татса пама сӑмах пачӗ.