Ӗҫе пуҫӑнакан фермерсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма йыхравлаҫҫӗ

Республикăн ял хуçалăх министерстви грант илес текенсенчен документсем йышăнма пуçланă.

Екатерина Фомина

Ку программа 2012-мĕш çулта вăя кĕнĕ. Унтанпа патшалăх пулăшăвне ĕçе пуçăнакан 292 фермер илнĕ, 56 çемье ферми йĕркеленнĕ. 2016-мĕш çултанпа вара ял хуçалăх производство кооперативĕсене те грант параççĕ. Çăмăллăха тивĕçес тесен конкурса хутшăнмалла.

Документсене çу уйăхĕн 14-мĕшĕччен Ял хуçалăх министерствинче йышăнаççĕ. Вĕсене Президент бульварĕнчи 17-мĕш çуртри 214 –мĕш кабинета илсе пымалла. Тĕплĕнрех конкурс пирки министерство сайтĕнче пĕлме пулать. Бизнес-плана хатĕрлеме вара «Агро-инноваци» предприяти специалисчĕсем пулăшаяççĕ. Çакна валли çу уйăхĕн 1-мĕшччен вӗсене заявка хăвармалла. Аса илтеретĕп, ĕçе пуçлакан фермерсем патшалăхран виçĕ миллион тенкĕ таран тивĕçме пултараççĕ. Çемье ферми йĕркелекенсен вара тăкакĕсен 60 процентне саплаштараççĕ.