Муниципалитетсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен кунне ҫӗршыв президенчӗ Владимир Путин Указӗпе килӗшӳллӗн 2012-мӗш ҫулта йӗркеленӗ. Чӑваш Енри ялсемпе хуласен ертӳҫисене республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламларӗ.

Ирина Николаева, Михаил Солин

Кашни район хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштаракан стенд хатӗрленӗ. Муниципаллӑ влаҫ ял-хуласен социаллӑ экономикӑлла аталанӑвӗшӗн яваплӑ. Кӑтартусемпе тата ҫитес ҫулхи тӗллевсемпе республика ертӳҫи ку таранччен вырӑна ҫитсе паллашнӑ. Хӑй тытӑмлӑхӗнче ӗҫлекенсем ыйтусене мӗнле татса пани ҫынсен пурнӑҫ шайне витӗм кӳрет.

Республикӑра 317 муниципаллӑ пӗрлӗх, ҫав шутра ялпа хула тӑрӑхӗсем, районсемпе хуласем. Тӗрлӗ шайри влаҫ пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлесен вырӑнти инфраструктурӑна аталантарма пулать. Кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗршыври 11 наци проекчӗ пурнӑҫланать. Ҫавӑн пекех халӑх пуҫарӑвӗн программипе килӗшӳллӗн ҫулталӑк вӗҫлениччен малтан палӑртнӑ пек 457 мар, 619 проект пурнӑҫа кӗртмелле. Ку ӗҫре шӑпах вырӑнти пуҫлӑхсен тӳпи пысӑк. Вӗсене ял старостисем пулӑшса пыраҫҫӗ.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗнче тӑрӑшакансене саламланӑ май республика ертӳҫи ҫынсемпе уҫҫӑн хутшӑнмаллине палӑртрӗ.Мӗнпур ӗҫе халӑхпа канашласа, тачӑ ҫыхӑнса туса пыни пурнӑҫа лайӑхлатма пулӑшӗ. Уйрӑмах палӑрнисене вара Михаил Игнатьев хисеп хучӗсемпе тата наградӑсемпе чысларӗ.