Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ

Хула ачисем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе интересленме пуҫланӑран, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра 10 ҫул каялла тӗрӗҫӗсен клубӗ уҫӑлнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн кунта аслисем те ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫавра ҫул тӗлне ӑстасем курав уҫмалӑхах маҫтӑрланса ҫитнӗ.

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова

Чӑваш тӗрри тӗрлес кӑмӑлӗ вӑраннӑ ҫынна ҫак асамлӑ эрешсем чи малтан тӗпчевҫӗ туса хураҫҫӗ иккен: вӑл, ӑслӑлӑх ҫулӗ ҫине тӑма нихҫан та шутламанскер, ҫӗвӗсен пӗлтерӗшне ӑнланас тесе хӑй сисмесӗрех вӗр-ҫӗнӗ тӗнче уҫать. Чӑваш тӗрринче тӗссен ҫураҫулӑхӗ, ик енчен те пӗрешкел яка пулни кӑна мар, ӑна тумтир ҫинче хӑш тӗлте вырнаҫтарни те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пӗр ҫӗввинче йӑнӑш ярсанах пӗтӗм ӳкерчӗк пӑсӑлать-мӗн. 60 ытла ҫӗвве астуса юласси хӑех тӑна ҫирӗплетет, йӗппе-ҫиппе ӗҫлени те пуҫ мимине аталантарать теҫҫӗ.

Надежда Кузнецова 10 ҫул каялла Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑш ҫумӗнче тӗрӗҫӗсен клубне йӗркелеме тӗв тунине пӗлтерсен, ун шухӑшне ырласа мӗнле ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен Татьяна Уразаева библиотека ертӳҫи каласа пачӗ. Пуҫаруҫӑсем шкул ачисене чӑваш эрешӗн асамне туйса илме пулӑшнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртусенче мала тухмалӑх хавхалантарса ӗҫленӗ. Клуб пирки интернет урлӑ ҫитӗннисем те пӗлнӗ, тӗрӗ азбукине алла илсе, Евгения Жачева евӗр маҫтӑрсен сӗнӗвӗсене ӑша хывнӑ, музейсене ҫитсе, куравсене хутшӑнса пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн аталанма тытӑннӑ. Халӗ пысӑк япаласем тӗрлемелӗхех ӑсталанса кайнӑ тӗрӗҫӗсем.

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, туй ҫи-пуҫне, ҫӗнӗ ҫын тумтирне хатӗрлеме питӗ нумай пӗлӳ кирлӗ. Кӗрӳ тутри, сӑмахран, йӑх паллипе кӑна мар уйрӑлса тӑнӑ: кашни хӗрӗн хӑйӗн ал ҫыпӑҫулӑхӗ, савнине калас сӑмахӗ. Ҫак пӗлӗве тӗрӗҫсем пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтараҫҫӗ. Надежда Михайловна акӑ манӑҫа тухмах пуҫланӑ туй минтерӗ тӗрленӗ.

Тӗрӗ уявне Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнчи "Ҫӗмӗрт" фольклор ушкӑнӗ илем кӳчӗ. Тӑван юрра-кӗвве юратакансем малашне чӑваш кӗпи ҫӗлетме кунти тӗрӗ ӑстисем патне килетпӗр терӗҫ.