«Тивӗҫлӗ канӑва тухсан, ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать», тенине ҫирӗплетеҫҫӗ Элӗкре пурӑнакансем

Аслӑ ӑрурисен канӑвне йӗркелессипе кунта 10 ҫул ятарлӑ шкул ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Кун йӗркинче - тӗрлӗ специалистпа тӗл пулусем, ал ӗҫ урокӗсем тата сывлӑха ҫирӗплетмелли хӑнӑхтарусем. Пенси ҫулӗнчисене унта ҫӳреме мӗн хистет? Ирина Николаева каласа кӑтартать.

Ирина Николаева,Семен Антонов

Аслӑ ӑрурисем шкула уйӑхне 2 пуҫтарӑнаҫҫӗ. Унта мӗн тумаллине ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех палӑртса хунӑ. Хальхинче тухтӑрсемпе тӗл пулу йӗркеленӗ. Районти тӗп больницăри врач рак чирӗнчен мӗнле сыхланмалли ҫинчен каласа панӑ хушӑра, медсестра юн пусӑмне виҫет.

Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хуракансемпе ҫакӑн пек тӗл пулусем ирттереҫҫӗ. Ку - аслӑ ӑрурисене усӑллӑ пулнипе пӗрлӗх, вӗсем патне килекен специалистсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен кунта ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ яваплӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Шӑпах Элӗкри хастар хӗрарӑмсем пуҫарнипе 2009-мӗш ҫулта аслӑ ӑрурисен шкулӗ уçăлнă.
Юлашки вӑхӑтра шкул ĕçне Любовь Константинова йĕркелесе пырать. Хӑй вӑл пенси ҫулне ҫитсен те тата темиҫе ҫул клуб ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Хӑйпе пӗр ҫултисен канӑвне усӑллӑ ирттерес тесе вăй хурать. Сӑмахран, пӗлтӗртен пуҫласа Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи паллӑ вырӑнсемпе чиркӳсене ҫитсе килеҫҫӗ.

Аслӑ ӑрурисен канӑвне кунта сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерме тăрăшаҫҫӗ. Ал ӗҫ туни ӑс-тӑна ҫирӗплетме те, пурнӑҫри пӑлхануллӑ самантсене сирме те, мӑнуксемпе ҫывӑхрах хутшӑнма та пулӑшать, иккен.

Эрнере 3 кун аслӑ ӑрурисем спорт керменӗнче сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. 30 яхӑн хӗрарӑм фитнеса кӑмалланӑ, вӗсенчен чи кӗҫӗнни 60 ҫула ҫывхарать. Клавдия Степанова пуҫарнипе 10 ҫул каялла тивӗҫлӗ канурисен фитнесне йӗркелесе янӑ. Хай вӑл кӑҫал 84 тултарать пулин те, ҫан-ҫурӑмне ҫирӗплетме ӳркенмест.

Ҫапах та, шкул ӗҫӗнче йывӑрлӑхсемсӗр мар. Аслӑ ҫултисен тренировкисене ирттерме Элӗкре инструктор çук. Апла пулин те ку таранччен йӗркелесе пынӑ спорт ӗҫне пӗтересшӗн мар ҫирӗп кӑмӑллӑскерсем.