Юсанă хыççăн Шупашкарта тата тепĕр поликлиника уçăлчĕ

Халĕ Чăваш Енре пĕтĕмпе 19 сиплев учрежденийĕ «Перекетлĕ производство» йĕркипе ĕçлеççĕ. Çакă мĕне пĕлтерет? Кун пирки тĕплĕнрех сюжетра каласа кăтартăпăр.

Елена Дмитриева, Татьяна Иванова, Семен Антонов

Çурçĕр поликлиникине 1983-мĕш çулта хута янă. Çурта 40 çула яхăн юсаман. Халĕ тинех ĕç вырăнтан тапраннă. Иртнĕ çур çулта больницăн шалти сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетнĕ. Пĕр сменăра кунта халĕ 750 çынна йышăнаççĕ.

Малашне çынсем тухтăр патне кам маларах кĕресси пирки тавлашмĕç. Кашни пациент электронлă талон илет. Черет мĕнле куçнине ятарлă табло кăтартать. Коридорсенче пациентсем валли меллĕ майсем туса панă: çемçе дивансем, шыв тата кофе автомачĕ. Хăйсем тĕллĕн çӳреймен çынсем пирки те шутланă. Кĕнĕ çĕртре вĕсем валли ятарлă кресло-коляска пур. Çавăн пекех пĕрремĕш хутри санитари пӳлĕмне юсанă. Сусăрсем валли алăксене сарлакарах тунă тата тыткăчсем вырнаçтарнă. Сывлăхĕ хавшакраххисене малтан поликлиникăран стационар уйрăмне куçма питĕ йывăр пулнă. Халĕ çак кăткăс ыйтăва татса панă - пациента ятарлă хатĕрпе кирлĕ вырăна çитерĕç.

Çĕнĕ йĕрке çынсен вăхăтне перекетлесе тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме май пулмалла. Информаци хăмисем, электронлă таблосем, кăмăллă администраторсем, хăтлă та çутă пÿлĕмсем. Çак улшăнусен тĕп тĕллевĕ ― ĕçлемелли тата сипленмелли майсене лайăхлатасси.