Çĕмĕрле районĕнче пĕчĕк хуласемпе ялти шкулсен форумĕ иртрĕ

Чăваш Енре 3-мĕш хут пĕчĕк хуласемпе ялти шкулсен форумĕ иртрĕ. Ăна çитĕнекен ăрăва тăван тăрăхрах аталанма пулăшас тĕллевпе республикăн Вĕренӳ министерствипе Раççейри шкул ачисен юхăмĕ тата Халăх фрончĕн хастарĕсем йĕркелеççĕ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ялне тĕрлĕ район-хулари шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ытти сумлă хăнасем килсе çитрĕç. Вăл йышра: Вĕренӳ министрĕ, Аслă пĕлӳ çурчĕсен ректорĕсем, Мари республикинчен тата Чулхулапа Воронеж облаçĕсенчен килнĕ экспертсем. Уçă калаçура вĕсем шкул ачисен ыйтăвĕсене хуравларĕç, усăллă сĕнÿсем пачĕç. Форум ахальтен мар ялта иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ ― шкул пĕтерекен ачасене тăван тăрăхрах ĕçлесе аталанма майсем тума пулăшасси. Районсенче çын шучĕ кашни çулах чакса пыни паян никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тăрăшса вĕренекен мал ĕмĕтлĕ ачасем пысăк хуласене туртăннине уççăнах калаççĕ.

Юлашки кăтартусен пĕтĕмлетĕвĕпе, чăнах та, шкул пĕтерекенсен 70 проценчĕ малалла вĕренме урăх региона кайма палăртать. Ĕмĕтне пурнăçлама пултаракансен йышĕнче аякрах пурăнма юлакан та чылай. Çак кăткăс ыйтăва татса парасси вырăнти пуçлăхсемпе шкул коллективĕсенчен нумай килет. Сергей Кудряшов Вĕренӳ министрĕн сăмахĕпе, пултаруллă ачасем çитĕнсен хамăрăн экономикăна аталантарсан аванрах пулмалла. Çак енпе халĕ республикăра ятарлă программа та хатĕрленĕ. Унсăр пуçне шкулпа университет студентсене яла тавăрма ятарлă килĕшӳсем те тăвать.

Çуралнă тăван кĕтесе чунтан юратса ӳсекен пĕчĕк патриотсем ялта сахал мар.

Аслă пĕлӳ илекен специалистсене ялта ĕçлесе тивĕçлĕ шалу илме май тăвассине халĕ Патшалăх та сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать. Çитес çултан тепĕр çĕнĕ программа вăя кĕмелле.

Форума йĕркелекенсем тĕлпулура палăртнă тĕллевсене патшалăхăн тĕрлĕ тытăмĕпе пĕрле тăрăшса ĕçлесен пурнăçа кĕртме пултаратпăрах терĕç.