Шупашкарсем Çĕнтерӳ вальсне хатĕрленеççĕ

Шупашкарсем Çĕнтерӳ вальсне хатĕрленеççĕ. Пĕтĕм Раççейри акцие тĕп хулара 5-мĕш хут ирттереççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе мăшăрсем Аслă уява халалласа вăрçă вăхăтĕнчи юрăпа ташăра çаврăнаççĕ. Кăçал акцие мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ тата пĕрремĕш репетицисем ăçта иртеççĕ? Кун пирки пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пĕлет.

Елена Дмитриева, Анжелика Артемьева, Виктор Степанов

Залра пĕр пушă вырăн та çук. Шупашкарсем тăрăшса вальсăн тĕп хусканăвĕсене вĕренеççĕ. Илемлĕ ташлама, кĕлеткене тÿрĕ тытма, кĕвве туйма нумай тăрăшмалла, палăртаççĕ йĕркелӳçĕсем. Çавăнпа та кăçал Çĕнтерӳ кунне «Ритм» студире маларах хатĕрленме пуçланă, занятисене эрнере виçĕ-тăватă хут ирттереççĕ. Хальлĕхе мăшăрсем залра вĕренеççĕ, çанталăк ăшăтсан вара урама ташлама тухĕç. Пĕлтĕр акцие 100 ытла çын хутшăннă. Кăçал хастарсен шучĕ тата нумайрах. Уйрăмах çамрăксем йышлăн килни савăнтарать, палăртать студи ертӳçи Борис Ильин. Хăш-пĕр мăшăрсем кашни çулах акцие хутшăнаççĕ. Надежда Лукиянова вара Хĕрлĕ Тӳремре аслисем мĕнле ташланине курса хăй те вĕсемпе пĕрле пулма ĕмĕтленнĕ.

Аслă уявччен ― тепĕр икĕ уйăх кăна юлнă. Çак тапхăрта чи паллă çĕнтерӳ юррипе ташăра çаврăнма вĕренсе çитмелле. Çавăн пекех кăçал вăрçă вăхăтĕнчи кĕвĕпе тепĕр çĕнĕ ташă хатĕрлеме палăртаççĕ. Хальлĕхе мĕнле номер пулассине вăрттăнлăхра тытаççĕ. Акцие кашни хутшăнма пултарать. Ташлама пурне те тӳлевсĕрех вĕрентĕç. Кăçалхи уяв та яланхиллех илемлĕ те мăнаçлă иртессе шанаççĕ йĕркелӳçĕсем.