Чăваш тĕррин музейĕнче тĕрлĕ вăхăтри тум-тир куравĕ уçăлчĕ

„Политика тата мода“. Çавăн пек ятпа Шупашкарта çĕнĕ курав уçăлчĕ. Ку икĕ ăнлав мĕнле çыхăннă? Çак тата ытти ыйтусен хуравне Чăваш тĕррин музейĕнче пĕлме пулать.

Надежда Александрова, Ирина Ромадова, Игорь Ульянов

Куравра манекенсем зал тăрăх утса çӳренĕ пекех туйăнаççĕ. Экспозицие Наци музейĕпе Питĕрти политика историйĕн музейĕ пĕрле хатĕрленĕ. Тум-тирсĕр пуçне кунта тĕрлĕ сăнӳкĕрчĕкпе, документпа, журналпа паллашма пулать. Вĕсем мода аталанăвне 1900-мĕш çултан пуçласа 2000-мĕш çулсем таран сăнлаççĕ.

Курава уçма мода индустрийĕпе çыхăннă çынсем хутшăнчĕç. Людмила Еремина, «Облик» вĕренӳ центрĕн директорĕ пулнăскер, çак пĕлÿ заведенийĕ мода халăх патне çиттĕр тесе нумай ĕç тунине çирĕплетрĕ. Тум-тир çĕлеме касакансенчен ытларахăшĕ шăпах «Обликра» вĕренеççĕ.
Куравăн пĕр пайĕ хальхи чăваш модельерĕсен ĕçĕсенчен тăрать. Вĕсен йышĕнче Татьяна Шаронова ăсталанисем те пур. Вăл Шупашкарти Мода çуртĕнче 90-мĕш çулсенче тăрăшнă. «Интернет, фэшн-каналсем пулман, журнал тупма та йывăрччĕ. Пĕр «Бурда моден» кăна пулса. Çапах унта та пире кирли сахалчĕ», - аса илет çав вăхăта Татьяна Шаронова.

Курав мода сферинче ĕçлеме кăмăл тăвакан çамрăксене те, аслă çынсене те кăсăклă пуласси куçкĕрет. „Политика тата мода“ курав çу уйăхĕн вĕçĕчченех ĕçлĕ.