Муркаш районĕнчи нумай ачаллă çемье валли сатикре талăкĕпе ĕçлекен ушкăн йĕркеленĕ

Сатике кайса килме Муркаш районӗнчи Наталья Орлован 4 пӗчӗк хӗрӗпе кашни кун тепӗр яла кайлă-майлă 6 ҫухрӑм утмалла. Ҫав ҫулпах шкул автобусӗ те ҫӳрет, анчах унӑн йышлӑ ҫемьене лартма юрамасть. Ҫӗршыври хӑш –пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче Орловсен нуши ҫинчен пĕлтерсен, лару-тӑру улшӑннӑ. Вырӑнти чиновниксем сатикре ачана талӑкӗпех хӑварма май паракан ушкӑн йӗркеленӗ.

Ирина Николаева, Семен Антонов, Альберт Ильин

Ялтанах садике ҫити ҫапла канлӗ ларса килесси ҫинчен ӗмӗтленнӗ 5 ача амӑшӗ Наталья Орлова. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен унӑн харӑсах 4 хӗрӗ Юнкӑри сатике ҫӳреме пуҫланӑ. Аслисене леҫнӗ хушӑра кӗҫӗннине–ҫулталӑкри ывӑлне чылай сехетлӗхе ватӑ хуняшшӗпе хӑварма тивнӗ. Урӑх тӑрӑхсене шапаша ҫӳрекен мӑшӑрӗ таврӑнсан ҫеҫ кӑшт ҫӑмӑлрах. Сатике Орловсем 1-мӗш Май Выҫҫӑлккинчен килеҫҫӗ. Ку таранччен чылай чухне ҫуранах утма тивнӗ.

Ҫак маршруткӑпа каяс тесен, Орловсен малтан кирек мӗнле ҫанталӑкра та Мӑ-7 трасса патне утмалла. Унтан машин йышлӑ чупакан аслӑ ҫул айккипе чарӑнӑва ҫитмелле. Каҫ кӳлӗм автобус ҫав тӗлтех антарса хӑварать. Ҫапла майпа 4 пӗчӗк хӗр ачан кунне 6 ҫухрӑм ытла кайма тивет, вӗсене килсе илекен амӑшӗн унтан та ытларах. Ҫав ҫулпах шкул автобусӗ те ҫӳрет, анчах, саккунпа килӗшӳллĕн, унӑн сатик ачисене турттарма юрамасть, ӑнлантарҫҫӗ вырӑнти чиновниксем.

Ҫемье ача сачӗ йӗркелени Орловсен нушине татса пама пултарăччӗ. Анчах чиновниксем амӑшӗн ятарлӑ пӗлӳ тата ҫуртӗнчи майсем ҫуккине палӑртаҫҫӗ. Ял ҫыннисенчен те никам та килӗнче ача сачӗ уҫма кӑмăл туман. Ҫавӑнпа Юнкӑри сатикре ачана талӑкӗпех хӑварма май паракан ушкӑн йӗркеленӗ. Тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен пӗчӗккисем кунта киле каймасӑр пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене пӑхма тепӗр кӗҫӗн воспитательпе ӑна пулӑшакана ӗҫе илнӗ.

Ҫул ҫинче нушаланиччен, ачисем ӑшӑра пӗрле пулни пӗлтерӗшлĕрех, тет Наталья Орлова. Район администрацийӗнче вӗсене эрне пуҫламăшӗнче сатике килме, эрнекун килӗсене ҫитме тинех ятарлӑ транспорт уйӑрса панӑ. Орловсен 4 хĕрĕсĕр пуҫне тепӗр 5 ача ашшӗ-амӑшӗ те тӗпренчӗкӗсене талӑкӗпех хӑварма май паракан ушкӑна яма йышӑннӑ. Муркаш районӗнче ку - ҫакнашкал пӗрремӗш ушкӑн мар. Малтанхи 10 ҫул ытла ӗҫлет.