Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç шкулĕ 135 çул тултарчĕ

Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа ял-йыш пысăк уяв йĕркелерĕ. Пĕлӳ çурчĕ мĕнле çынсене вĕрентсе кăларнă тата паян епле аталанать? Тĕплĕнрех Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Владимир Смирнов

Çак кун таврари мĕн пур çул Энĕшпуçне илсе пырать тейĕн. Ялта шкул уçнăранпа 135 çул çитнине паллă тума тĕрлĕ ял-хуларан çĕршер çын килсе çитнĕ. Пурте вĕсем ача чухне кунта пĕлӳ пухнă. Ытларахăшĕ Патшалăх тытăмĕнче, спортра, çĕр ĕçĕнче пысăк çитĕнӳ тунă.

Иртнине аса илес пулсан, Энĕшпуç ачисем малтан чиркӳ çумĕнчи вырсарни шкулĕнче вулама-çырма вĕреннĕ. Унтан тĕрлĕ вăхăтра уйрăм çынсен çурчĕсенче ăс пухнă. 1930-мĕш çулта ялта ятарласа йывăç шкул лартнă. Тепĕр 3 теçетке çул иртсен çак пĕр хутлă кирпĕч çурта куçнă. Унта пĕр харăс 860 ача таран пĕлӳ илнĕ. Вĕренекенсен шучĕпе районта иккĕмĕш пулнă. 1977-мĕш çулта хальхи хăтлă çурта хута янă хыççăн та ачасем унта чылай çул вĕреннĕ. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче кунта тăван тавралăх музейне йĕркеленĕ. Çак таранччен пин ытла экспонат пухнă.

Хальхи шкулăн иккĕмĕш хутĕнче вара энĕшпуçсем çар мухтавĕн музейне йĕркеленĕ. Паттăр ентешĕсемпе чăнласах мухтанма пултараççĕ вĕсем.

Çак шкула пĕтернĕ Валерий Егоров летчик, сăмахран, 5 тĕрлĕ самолетпа тата вертолетсемпе вĕçнĕ. Пĕррехинче тĕнчипех паллă çӳлçӳревçе ― Федор Конюхова çурçĕр полюсĕнчен самолетпа илсе тухнă.

Ку шкултан тухнă паллă çынсем пирки вĕçĕ-хĕррисĕр калама пулать. Раççей спорт мастерĕ, икĕ Олимпиадăна хутшăннă Светлана Захарова та хăй вăхăтĕнче кунта пĕлÿ илнĕ.

Паян кунта 153 ача вĕренет. Çулсерен вĕсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче çитĕнӳсем тăваççĕ. Вĕсене тĕрĕс çул çине кăларас тесе 24 учитель тăрăшать. Пурте çак шкула пĕтернĕскерсем.

Ку тăрăхри мăнаçлă чăваш халăхĕ çирĕп тĕллевсемпе пурăнать. Иртнĕ çулсенче ял палăрмаллах аталаннине шута илсен, шкулăн пысăк пуласлăхĕ пирки пĕр иккĕленмесĕр калама пулать.