Чапаев музейĕнче анлă реконструкци малалла пырать

Чăваш наци музейне йĕркелесе янăранпа 98 çул çитет. Çавна май музейпе унăн филиалĕсене кăмăл тăвакансем тӳлевсĕр çитсе курма пултараççĕ. Анчах пурне те мар: Василий Чапаев музейĕнче пĕлтĕртенпе юсав пырать. Ку таранччен унта мĕн тунă тата паллă комдивăн туприпе хăçан паллашма пулать? Сюжетра каласа кăтартăпăр.

Ирина Николаева, Ирина Ромадова, Игорь Ульянов

Чапаев музейĕ - халăх йышлă пулакан вырăн, çулталăкне  35 пин çын куравпа паллашать. Ăна 45 çул каялла — 1974-мĕш çулхи çу уйăхĕнче хута янă,  унтанпа пĕрре те тĕпрен юсаман. Халĕ шăпах ку ĕçе тума сăлтавĕ те, майĕ те тупăннă.

Юсав ĕçĕсене 2 пая пайланă. 1-мĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ те ĕнтĕ. Çак хушăра музей тавра çĕнĕ карта тытнă, чӳречесем лартнă, электрикăна улăштарнă, çурта тул енчен сăрласа илемлетнĕ. Халĕ ăшă кĕртме тата шалти ĕçсене хатĕрленеççĕ. Çуллаччен музей тăррипе урайне улăштармалла. Кăçал юсава вĕçлеççĕ пулин те, куракансене Чапаев музейĕ 2020-мĕш çулта çеç йышăнма пултарĕ: паха экспозици йĕркелесси чылай вăхăт йышăнать. Халĕ шăпах дизайн проекчĕсен эскизне хатĕрлессипе конкурс вĕçленсе пырать. Анчах комдив тачанкипе çурт çинчи çапса тунă эреше музейрах хăварма йышăннă.

Музея хута янăранпа 45 çул çитнĕ кунхине - çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче дивизи командирĕ çуралнă çуртри курав ĕçлеме пуçлать. Паянхи кун тĕлне йывăç пӳрте тĕпрен çĕнетнĕ, музейра тăрăшакансем ăна шалтан тирпейлесе хăтлăх кӳреççĕ. Василий Чапаев туприпе хальлĕхе  Наци музейĕн куçса çӳрекен куравĕнче паллашма пулать.