Чăваш патшалăх университетĕнчи «Кĕçĕн физматра» вĕренекенсем шкул программине çĕнĕлле ăша хываççĕ

Унта икĕ лаборатори уçăлнă. Халĕ шкул ачисем хăйсен пĕлĕвне тата ытларах туптама, опытлă специалистсемпе паллашма пултараççĕ. Лаборатори пĕрремĕш урокра пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пулса курчĕ.

Елена Дмитриева, Оксана Замятина, Вадим Владимиров

Çĕнĕ центрта иккĕмĕш класра вĕренекенсем роботсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ. Кунта ачасем физика предметне анлăрах тĕпчеççĕ, ăслă техника пуçтарма тата ун валли программа çырма вĕренеççĕ. Коворкинг е акăлчанларан куçарсан «пĕрле ĕçлени» текен центрта çавра сĕтелсем, ăслăлăх конференцийĕсем, тĕл пулусем ирттерме те палăртнă.  Çавăн пекех кĕçĕн классем валли ятарлă вылямалли лаптăк пур. Кунта ачасем уроксем хыççăн вăхăта ирттерме пултарĕç.

7-9-мĕш классенче вĕренекенсем валли физика, оптика, механика  тата электрика пулăмĕсемпе çыхăннă лаборатори уçнă. Сăмахран, çак пÿлĕмре 59-мĕш шкулти 9-мĕш класра вĕренекенсем пианинăна çăмăл машина вырнаçтарма мĕн чухлĕ вăй кирлине тĕпчеççĕ. Ачасенчен нумайăшĕ пуласлăхне физикăпа çыхăнтарма ĕмĕтленет. Ку предмет пурнăçра пурне те кирлĕ, палăртаççĕ çамрăксем.

Тата тепĕр çĕнĕ лабораторире ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ. Кунта ятарлă хатĕр çителĕклĕ. Çĕнĕ пӳлĕмсене, коворкинг-центрпа физикăн икĕ лабораторине, Раççей Федерацийĕн Вĕренӳ министерствин гранчĕпе, республика тата университет пулăшнипе уçнă.

Пĕлтĕр «Кĕçĕн физматран» пин ытла ача вĕренсе тухнă. Университетра çĕнĕ лабораторисем уçни шкулсемпе тата та çывăхрах ĕçлеме май парĕ.