Чăваш Енре „Раççей йĕлтĕр йĕрри“ спорт уявĕ иртрĕ

Республикăри 65 пин çын сывă пурнăç йĕркине кăмăлланине кăтартрĕ. Чăваш Енре мĕн пур çĕршыври пекех „Раççей йĕлтĕр йĕрри“ чупу иртрĕ. Ăмăртусене кашни хулапа районтах йĕркелерĕç. Тĕп старт Шупашкарти аэропрорт çывăхĕнчи лаптăкра пулчĕ.

Владимир Тимофеев, Анжелика Артемьева, Михаил Солин

Сывлăш - уçă, вырăнĕ - ирĕк. Тĕп хулари 13 пин те 500 ытла çын канмалли куна йĕлтĕр сырса ирттерме кăмăл турĕ. Кунта вĕттине те, ваттине те курма пулчĕ. Вăл шутра çемьесем, вĕренÿ учрежденисен, тĕрлĕ предприятипе организацисен ушкăнĕсем. Пухăннисене спорт уявĕпе Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл йĕлтĕрçĕсене ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, сывă пурнăç йĕркине халăхра сарнăшăн тав турĕ. Ăмăртусене уçма пĕлтĕрхи Олимп вăййисене хутшăннă, фристайл енĕпе çамрăксен иккĕмĕш Олимп вăййисен çĕнтерÿçи Лана Прусакова тивĕç пулчĕ. Малтанах старта ВИП-ушкăнра чупакансем тухрĕç. Вĕсем 2019 метра парăнтарчĕç.

Çавăн пекех тĕрлĕ ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем 3, 5 тата 10 çухрăмлă дистанцисене хыçа хăварчĕç. Çĕнтерни паха, çапах та чи пĕлтерĕшли уява хутшăнни, çынсемпе пĕрле пулни тата кăмăла çĕклени.

Çамрăксен камран тĕслĕх илмелли те пур. Пимен Петров нихăçан та чирлемен, тет. Сывлăхне упрама ăна хурăнран тунă йĕлтĕр те пулăшать. Çăпатана сырмалли кăна пулин те, унăн историйĕ питĕ кăткăс. Ку йĕлтĕре 8 çулти Пимена хăй вăхăтĕнче финн вăрçине хутшăннă хреснашшĕ парнеленĕ. Тăван çĕршыв чиккине сыхланă чухне ăна амантнă, вара санитарсем салтака çак йĕлтĕр çине хурса хăрушсăр вырăна илсе çитернĕ.

Пимен Иванович 70 ытла çул ĕнтĕ çак йĕлтĕре питĕ типтерлĕ упрать. Вăл спорт хатĕрĕ кăна мар, астăвăм палли пулса тăнă. Вера Орлована вара Шупашкарти «Раççей йĕлтĕр йĕррин» тĕп сăнарĕ теме пулать. Чăвашла тăхăннă асанне кашни çулах малтисен ретĕнче.

Уява çавăн пекех нихăçан юр курман ăшă çĕршывсенчи студентсем, сивĕрен хăраман „моржсем“ хутшăнчĕç. Йĕркелÿçĕсене вара уйрăмах ача-пăча нумай пулни савăнтарчĕ. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕç, вĕри чейпе тата хаваслă кăмăлпа вара кашнинех тивĕçтерчĕç.