Тĕп хулари шкулта ачасемпе аслисем юртан юмахри сăнарсене ăсталанă

«Юмах, кил пирĕн пата». Çакăн пек ятпа Шупашкарти 39-мĕш шкулта конкурс иртет. Унта 16 класс хутшăнать. Пурте вĕсем  юртан кĕлеткесем ăсталанă. Кÿлепесене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хакларĕ.   

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова

Шкул картишĕнче кашни кун мĕн те пулин çĕнни курма хăнăхса çитнĕ иртен-çӳренсем. Çавăнпа ятарласа пĕлÿ çурчĕ çумĕпе утатпăр, теççĕ. Пĕр лаптăкра мультфильмсенчи тата юмахсенчи сăнарсем вырăн тупнă. Кашнине ачасемпе ашшĕ-амăшĕ юратса ăсталанă.

Конкурса пĕрремĕш класран пуçласа 4-мĕш класс таран хутшăннă.

Кашни кӳлепе умĕнчех çынсем чарăнса тăраççĕ, сăн ӳкерттереççĕ. Юмахри сăнарсем савăнăç кӳреççĕ, теççĕ. Конкурса çывăх вăхăтра пĕтĕмлетме палăртнă.