Шупашкарта тÿлевлĕ парковкăсем çĕнĕлле ĕçлеме пуçланă

Халĕ водительсем машин лартмалли абонемент туянма пултараççĕ. Ăна пĕр куна, уйăха тата çулталăка параççĕ. Унсăр пуçне çĕнĕ çултан парковкăсемпе усă курнăшăн тÿлемелли хаксем улшăннă.

Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова  
 
Машин лартма ирĕк паракан абонемента «parkovkicheb.ru»  сайтра туянма пулать. Вăл хулари пур тÿлевлĕ парковкăпа усă курма ирĕк парать. Электронлă документа пĕр куна, уйăха е çулталăка туянма пулать. Хула администрацийĕнче çак çĕнĕлĕхе машинпа час-часах усă куракансем ырласса шанаççĕ. Хальлĕхе сакăр çын çеç абонемент туяннă. Çитес вăхăтра ку йыш ÿссех пырĕ.

Халĕ водительсен тимĕр урхамахне парковкăра пĕр кунлăха хăварнăшăн 320 тенкĕ тÿлемелле. Çакă питĕ тăкаклă. Абонемент вара вăхăта тата укçана перекетлеме май парать. Çĕнĕ çултан тариф та улшăннă.  Халĕ машинăна çур сехет мар, 15 минутлăха тÿлевсĕр хăварма юрать. Ытларах пулсан вара малтанхи икĕ сехетшĕн – 10, ун хыççăн 30 тенкĕ тÿлемелле. Шупашкарта çакăн евĕр парковкăсем тăватă вырăнта йĕркеленĕ. Малашне вĕсен шучĕ ÿсмелле. Çынсем çакăнпа кăмăллă: хула варринче машин лартмалли вырăн яланах пур.

Çав вăхăтрах тÿлес мар тесе машинсене картишсенче хăваракан та сахал мар. Ку енĕпе уйрăмах Вокзал çум урамĕнче лару-тăру кăткăс. Унччен тимĕр утсене чукун çул вокзалĕ умĕнче лартнă. Лаптăка тÿлевлĕ тунă хыççăн  - вăл пушах.

Хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çынсем укçа пухса картишсене кĕме чаракан хатĕрсем вырнаçтарма пултараççĕ. Тÿлевлĕ парковкăсен ĕçне лайăхлатассине кашниех хутшăнаять. Ку ыйтупа «Открытый город» порталта сасăлав пырать.