Муркашсем 2018-мĕш çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Йăлари ăпăр-тапăра турттарса тухнăшăн илекен укçа виçине чакармалла, ял хуçалăхĕнче çитĕнÿсем патне туртăнмалла. Çак тата ытти ыйту тавра Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕн хастарĕсемпе ирттернĕ канашлура сăмах пычĕ. Унта пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç.

Леонид Петров, Игорь Ульянов

Республика пуçлăхĕ малтанах  район тилхепине тытса пыракансемпе тĕл пулчĕ. Калаçу строительствăри, ял хуçалăхĕнчи тата ытти тытăмри чи çивĕч ыйтусем тавра пычĕ. Муркашсем пĕлтĕр 11 пин тăваткал метр çурт-йĕр хут янă.  Ку вăл унчченхи çултинчен сахалрах.  Кăçал 18 пин тăваткал метр тума палăтнă пулин те, çакă тĕп хула çумĕнчи муниципалитетшăн çителĕксĕр, терĕ Михаил Игнатьев. Районта çавăн пекех сĕт тата аш-какай туса илесси уксахлать.

Район хастарĕсемпе йĕркеленĕ канашлура Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсене аталантарма кăçал 19 миллиард çурă тенкĕ уйăрассине палăртрĕ. Муркаш районĕ  570 ытла миллион тивĕçĕ. Вăл шутра çулсем тума тата юсама. Патшалăх программисем пулăшнипе çитес вăхăтра районти пур çула йĕркене кĕртсе пĕтермелле.

Çынсен пуçарулăхне пула пĕлтĕр Апчарта килсене шыв кĕртнĕ. Кăçал 19 ялта  хытă сийлĕ çул сарма, çавăн пекех шыв башни юсама, ăпăр-тапăр пуçтармалли савăтсем вырнаçтарма тĕллев лартнă. 4 уйăхра районĕпе те 5 пин кубла метр каяш турттарса тухнă.  Кашни çын пуçне шутласан  - виçмелĕх те çук. Михаил Игнатьев ял çыннисемшĕн ăпăр-тапăр тарифĕ пысăк пулнипе килĕшрĕ. Ăна чакарма майсем шыранине каларĕ. Эхветкасси çыннисене вара Китай компанийĕ туяннă 40 гектар çĕр лаптăкĕн шăпи кăсăклантарчĕ.

Михаил Игнатьевăн ку енĕпе татăклă хурав пулчĕ.  Никама та çĕрсене промышленноç категорине куçарма ирĕк паман. Çĕре сутнă усламçăн Китай компанине укçине тавăрмалла.