Ялти спорта аталантарассишĕн тăрăшса хăйсем пирки ырă ят хăварнă

Вĕсем ялти спорта аталантарас тесе нумай тăрăшнă. Халĕ вара паллă çынсен ячĕпе çулсерен ăмăртусем йĕркелеççĕ. Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпара Владимирпа Петр Сметанинсене халалласа йăлана кĕнĕ турнир ирттерчĕç.

Алексей Енейкин, Александр Воронин

Мĕнпур ĕçре пултаруллă ял халăхĕ кашни çулах çакăн евĕр темиçе турнир йĕркелет. Чи сумли, паллах, пĕртăван Сметанинсене асăнса иртет. Таврари районсемпе кӳршĕллĕ Тутарстан спортсменĕсене пĕрлештерекен ăмăрту кăçалхипе 7-мĕш хут халăха пухрĕ.

Ăмăртусене спортпа туслă 300 çамрăк хутшăнчĕ. Пĕрисем кире пуканĕ çĕклерĕç, теприсем шашкăлла тата шахмăтла вылярĕç. Чи харсăррисем вара урамра ― хĕллехи спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç.

Нумай пулмасть çĕнетнĕ хоккей коробки лащтаяпасене халĕ пысăк ăмăртусем ирттерме май парать. Пăр çинче районти тĕрлĕ шкул командисем тупăшрĕç. Пĕрремĕшсем патреккелсем пулчĕç. Ушкăн капитанĕ Роман Гаврилов чи лайăх тапăнса вылякан ятне тивĕçрĕ. Хуçасем вара иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Виççĕмĕшсем ― елчĕксем. Ял историйĕнче тарăн йĕр хăварнă Сметанинсен ырă ĕçне хаклакансем чăннипех те пултаруллă спортсменсене хатĕрлеççĕ.

Турнирта йĕлтĕрçĕсем те йышлăн пулчĕç. Тĕрлĕ ӳсĕмри çамрăксем çухрăм çурăран пуçласа 5 çухрăм таран дистанцисене парăнтарчĕç. Чи хăвăрт чупаканни Карапай-Шăмăршăран килнĕ Кирилл Степанов пулчĕ.