Етĕрне районĕнче пурăнакан нумай ачаллă Бариновсен çемйи çĕнĕ çурт валли укçа пухать

Вĕсен пӳрчĕ икĕ уйăх каялла çунса кĕлленнĕ. Вăл вăхăтранпа халăх вăйĕпе 300 пин тенкĕ пухма пултарнă. Ырă ĕçе ял çыннисем кăна мар, кӳршĕ районсемпе Шупашкарта пурăнакансем те хутшăнаççĕ.

Алексей Енейкин, Валентина Алексеева, Вадим Владимиров

Бариновсен йышлă çемйи Килтĕш ялне темиçе çул каялла Чулхула облаçĕнчен куçса килнĕ. Кунта çурт туяннă. Анчах та пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче хуçалăхри пурлăх тĕппипех çунса кайнă. Электричество тытăмĕ кивĕ пулнăран малтан хуралтă хыпса илнĕ, унтан çулăм пӳрт çине куçнă. Инкек çĕр варринче тухнă. Турра шĕкĕр, 8 ачаллă çемье пушартан хăтăлма пултарнă.

Елизавета Соловьева аякран куçса килнĕ çемьепе иртнĕ çулсенче кумлă пулнă. Пушарта шар курнăскерсене тӳрех хăй патне пурăнма кĕртнĕ. 45 тăваткал метрлă çуртра пурин валли те вырăн тупăннă.

Инкек пулнă кунах Бариновсене вырăнти халăх пур енчен те пулăшу пама пуçланă.

8 ача амăшĕ çĕнĕ çурт шыраса чылай ялта пулнă. Юлашкинчен Йӳçпанри çак кирпĕч пӳрте кăмăлланă. Хуçалăхра вите-кĕлет, мунча пур. Çурт вара - 60 тăваткал метр. Вăл 500 пин тенкĕ тăрать. Бариновсем ăна хăйсем тĕллĕн халь-хатĕр туянаймаççĕ. Çемье пуçĕ ял хуçалăх кооперативĕнче трактористра ĕçлет.

Çавăнпа та ытларах шанăç халăх пулăшăвĕнче. Пĕрлехи вăйпа хальлĕхе 300 ытла пин тенкĕ пухнă. Бариновсене «Чăваш ен» ыр кăмăллăх фончĕ те пулăшать. 10 çынран тăракан çемьен çак пӳрте çитес вăхăтра пурăнма куçас шанăç пур.

Çын нушине чĕре çумне илме пултаракансем пур чух ырă тĕллевсем пурнăçа кĕреççех. Хуйхине пайлама пулăшакансене тав сăмахĕ калаççĕ Бариновсем.