Андриян Николаев космонавт ячĕллĕ паркра юмахсенчи сăнарсем пухăнчĕç

Емеля - кăмака çинче, патша хĕрĕ каретăпа çитрĕç. Ытти тĕлĕнтермĕш те пулчĕ. Çапла Шупашкарти çемьесем «Чи илемлĕ çунашка» ята илессишĕн тупашрĕç.

Вероника Павлова, Надежда Александрова, Михаил Солин

Пухăннисем хайсем шутласа кăларнă çунашкасемпе кăмăлтан паллаштарчĕç. Пурĕ 20 çемье тупăшрĕ. Вĕсене алхасакан çил-тăман та хăратмарĕ. Яблоковсене «3 сысна çури тата кашкăр» юмах хавхалантарнă. Пур ĕçе пĕрле тунă. Амăшĕ костюмсем ăсталанă, ачисем - çунашка илемлетнĕ.

Башмаковсем вара чăн-чан кăмака ăсталанă. Унта уяв сĕтелĕ валли тутлă апат пиçет. Çемье çак тĕлĕнтермĕше темиçе сехетре туса пăрахнă. Мĕн пулнипе пурте кăмăллă.

Ку конкурса тĕп хулара 8-мĕш хут ирттереççĕ. Йĕркелӳçĕсем палăртнă тăрăх,унта хутшăнакансем хăйсен хăйнеевĕрлĕхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмаççĕ. Кăçал конкурсантсен çывхарса килекен çулталăкăн тĕп паллине кăтартмалла пулнă. Çапах та çирĕп йĕрке çук. Емеля кăмака çинче ярăнса пыни уйрăмах тыткăнларĕ. Çавăнпа Федотовсем тивĕçлипех çĕнтерчĕç те.
Çĕнтерӳçĕне пĕремĕкрен тунă çурт парнелерĕç. Ыттисене дипломсем парса чысларĕç.