Хăтлăрах, анлăрах тата çутăрах культура керменĕ

Çĕнĕ çул тĕлне - пултарулăха туптамалли çĕнĕ зал. Красноармейскинчи культура керменĕнче хĕрсех юсав пырать.

Владимир Тимофеев, Леонид Петров, Вадим Владимиров

Унччен культура керменĕнче район библиотеки те пулнă. Пÿлĕмсен ытларах пайне кĕнеке управăшĕ, вулав залĕ йышăннă. Пултарулăх коллективĕсен сценăпа вăхăтпа усă курма тивнĕ. Уявсене хатĕрленме кансĕр пулнăран, район администрацийĕ библиотекăна урăх çурта куçарма йышăннă.

Пушаннă пÿлĕмсенче хореографипе аэробика залĕсем уçĕç. Костюмсене упрама та вырăн пулĕ. Строительсем халĕ урайсемпе, чÿречесене улăштараççĕ, стенасене сăрлаççĕ. Зала хатĕрлесе çитерсен йĕри-тавра тĕкĕрсем çакĕç. Çурта шалтан çĕнетме кăна район хыснинчен 500 пин тенкĕ уйăрнă.
Культура керменĕ малашне ача-пăча сассипе тулмалла. Кунтах ÿнер шкулне куçарма йышăннă.