„Паха тĕрĕ“ пĕрлешÿ сумлă çавра çулне паллă турĕ

„Паха тĕрĕ“ фабрикăн чапĕ тахçанах çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те саланнă. Чăваш хĕрарăмĕсен ĕмĕртен ĕмĕре куçса паянхи куна çитнĕ çыпăçуллă ал ĕçĕ, ик енчен те пĕрешкел тирпейлĕ эрешĕсем, пурнăç кĕнеки пек вуланакан çĕввисем пурне те тĕлĕнтереççĕ. „Паха тĕрĕ“ йĕркеленнĕренпе 95 çул çитрĕ.

Марина Карягина, Владимир Синдеев

Шупашкарти чăваш тĕррин музейĕнче иртекен уява фабрика ветеранĕсем, инçетри хăнасем килсе çитнĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕ сулăмпа ĕçлеме пуçланă „Паха тĕрĕ“ аякри йăхташсемпе тачă çыхăну тытать, пĕрлехи уявсем ирттерет. Кăçал анчах республика тулашĕнчи çичĕ хулари чăвашсем патĕнче курав йĕркеленĕ, Иркутскра Пĕтĕм тĕнчери фестивальте „Паха тĕррĕн“ эрешлĕ тумтирĕ 1-мĕш вырăна тухнă.

Хăнасем хушшинче Тюменьрен, Тутарстанран килнĕ йăхташсем те пур. Хăшĕ-пĕри унта çуралса ÿснĕрен ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе ирĕклĕнех калаçаймасть, анчах вĕсемшĕн тăван культурăна упраса килес ăрусене парса хăварассинчен пĕлтерĕшлĕреххи нимĕн те çук.

Нуша кулач çитерет тенешкел 20-мĕш çулсен пуçламăшĕнче выçлăха пула йĕркеленнĕ артель кунçулĕнчи питĕ кăсăклă самантсене астăваççĕ „Паха тĕрĕ“ ĕç-хĕлне аван пĕлекенсем. Чăваш тĕррин музейĕн ăслăлăх ĕçченĕ Наталия Захарова, тăван халăхăн ал ĕç ăсталăхĕ çинчен вĕçĕ-хĕррисĕр каласа пама пултаракан тĕпчевçĕ, фабрика иртнĕлĕхĕнче уçман утравсем те самай тесе шутлать.

Паян чăннипех те асамлă чăваш тĕрри пĕтĕм тĕнчене кăсăклантарать, çавна кура мĕнпур артист, пултарулăх ушкăнĕсемпе юрă-ташă ансамблĕсем – уява уйрăм кăмăл кÿнĕ „Çавал“ та - халăхăн ĕмĕрхи ăсталăхĕн упранса юлнă пуянлăхне хăйсен çи-пуçĕнче пур енлĕн кăтартма тăрăшаççĕ. Çакăнтах – ăсталăх кĕтесĕ, кăмăл пулсан тĕрлĕ эрешсен хăшпĕр вăрттăнлăхĕсене çийĕнчех алла илме май пур. Уяв вăхăтĕнчех пирĕн телевидени хатĕрленĕ „Вековые узоры „Паха тĕрĕ““ в краю ста тысяч вышивок“ фильма пĕрремĕш хут кăтартрĕç. Сăмах май, эфирта премьера раштавăн 27-мĕшĕнче ирхине 9 сехетре пулĕ.