Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне ешĕл çимĕç

Кăçалхи тăхăр уйăхра Раççейре теплицăсенче 692 пин те 800 тонна пахча-çимĕç туса илнĕ. Ку пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан 20 процента яхăн ытларах. Çитес çулсенче Чăваш Енре илекен тухăç та  ÿсмелле. „Ольдеевская“ агрофирмăсăр пуçне хăяр-помидора Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче çĕкленекен теплица комплексĕнче те çитĕнтерĕç. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ те çулталăкĕпех ешĕл çимĕç туса илет.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов
 
Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем  хĕл кунĕнче те çĕр çинче ĕçлеççĕ. Икĕ уйăх каялла симĕс сухан туса илме пуçланă.  Сăмахран, халь лартаканни шăпах Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне пулса çитĕ.

Пуш уйăхĕччен теплицăра симĕс сухан, унтан чечек, пахча-çимĕç калчисем лартса тăваççĕ. Ĕçе пĕлсе, юратса тунăран тухăçĕ те савăнтарать. Паянхи кун тĕлне 2 тонна ытла  симĕс сухан пуçтарса илнĕ. Ăна ыйтакан йышлă. Уйрăмах хĕл кунĕсенче вăл лайăх саланать. Раççей ял хуçалăх центрĕн республикăри филиалĕн икĕ теплица. Пĕри те пушă лармасть. Ку вăл хăйне евĕр тĕрĕслев лапамĕ. Специалистсем ку е вăл вăрлăх пахалăхне, ÿсен-тăран валли кăларнă тĕрлĕ им-çампа тĕрĕслеме пултараççĕ. Ун хыççăн вара  хăюллăнах ыттисене те сĕнÿ-канаш пама юрать.

Симĕс сухана килте те чÿрече сакки çинче ÿстерме пулать. Шыва та, тăпрана та тиркемест. Вăл паха та усăллă, витаминсемпе, микроэлементсемпе  пуян çимĕç. Иммунитета çирĕплетет, вируссенчен хÿтĕленме пулăшать, юн тымарĕсемпе чĕрешĕн те лайăх. Унсăр пуçне унпа апат-çимĕç те тутлă та техĕмлĕ пулать.