Кÿкеçре республикăри ватăсемпе сусăрсен пултарулăх фестивалĕ пулать

Республикăри социаллă пулăшу центрĕсенче пурăнакансем Кÿкеçри интернатра пуçтарăнĕç. Унта сусăр тата ватă çынсен пултарулăх фестивалĕ иртет. Хăнасене кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленеççĕ «кил хуçисем».

Алиса Александрова, Анна Давыдова, Екатерина Янгалакова

Конкурс умĕн никамăн та пушă вăхăт çук. Пĕрисем репетицисенче пулсан, теприсем сценăна илемлетме декорацисем хатĕрлеççĕ. Валерий Фокин уява юрăпа илем кÿрĕ. Иртнĕ çул та унăн пултарулăхне пысăк хак панă. Хальхинче юрăç пурнăçпа çыхăннă тарăн шухăшлă хайлав хатĕрленĕ.

Уяв умĕн артистсем çеç мар, ыттисем те хумханаççĕ. Любовь Васильева сăвăсем çырать, юрлать, пуринчен те ытларах вара ташлама юратать. Пуçĕ ыратни çеç ыттисемпе пĕрле ташă картине тăма чăрмантарать. Апла пулин те май пур таран хусканусем тăвать.

Халĕ Кÿкеçри ваттисемпе сусăрсен çуртĕнче 219 çын пурăнать. Апат лайăх, теççĕ ватăсем, пурăнмалли майсем те тивĕçтереççĕ вĕсене. 4 тата 2 вырăнлă пÿлĕмсем çуртра. Пушă вăхăта телевизор умĕнче, кĕнеке вуласа е шахматла выляса ирттереççĕ кунта.

Тĕлпулăва социаллă пулăшу кÿрекен организацисенче пурăнакансем тем пекех кĕтеççĕ. Пĕр пек шăпаллисемпе чун уçса калаçĕç вĕсем. Пултарулăх ăмăртăвĕнче уйрăмах палăрнисене вара тав хучĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе хавхалантарĕç.