«Раççей чăваш пики - 2018» Шупашкарта ĕçлесе пурăнать

Пĕринчен тепри илемлĕ те маттур. Шупашкарта «Раççей чăваш пикине» суйларĕç. Саккăрмĕш хут иртнĕ конкурсра кам çĕнтерни пирки -  сюжетра.
 
Екатерина Фомина, Зоя Яковлева

Пике тени  сăнĕ-пичĕпе хÿхĕм,  чунĕпе пуян та илемлĕ пулмалла. Çавна май конкурса хутшăнакан хĕрсене тÿресем пур енчен те хакларĕç. Сцена тăрăх акăш пек утма пултарнине пăхрĕç, чăваш культурипе йăли-йĕркине пĕлнине, пултарулăхне  тĕрĕслерĕç. Кашни чиперук хăйĕнпе паллаштарчĕ: пурте тенĕ пекех юрлама-ташлама ăста,  спортпа туслă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ.

Чăваш пики ята çĕнсе илессишĕн кăçал  18 тупăшрĕç. Ытларахăшĕ - пирĕн республикăран, иккĕшĕ – Тутарстанпа Тюмень тăрăхĕсенчен. Йăхташăмăрсене Раççей конкурсĕнче  ытти регионсен ячĕсем янăраманни пăшăрхантарчĕ.

«Раççей Чăваш Пики» конкурса  Чăваш наци конгресĕ йĕркелесе янă. Кăçал вăл çĕршыв Президенчĕн грантне тивĕçнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ - Раççей пуянлăхĕ» проектпа килĕшӳллĕн иртрĕ.  Хĕрсене тĕрлĕ номинацире чысларĕç. Тарават, хÿхĕм, пултаруллă, ăслă пикене, куракан кăмăлланине палăртрĕç тÿресем.  Вице - пике ята Куславкка хĕрĕ Ангелина Мотова тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăна Тутарстанран килнĕ Карина Туктамышева  тухрĕ.  „Раççей Чăваш пики“  ята вара Канаш районĕн чысне хÿтĕленĕ Лидия Пуганова çĕнсе илчĕ. Лидия Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти управленийĕнче ĕçлет, çав  вăхăтрах Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илет.