Шăмăршă районĕнче шкул спорт залне юсанă

Çитес çул ялсенчи 30 шкул спорт залне юсама палăртнă.  Тĕллевлĕ патшалăх программи 2014-мĕш çултанпа пурнăçланать. Унтанпа республикăри 150 шкул спорт залне тĕпрен çĕнетсе ачасен сывлăхне çирĕплетмелли майĕсене лайăхлатнă. Шăмăршă районĕнчи палтиелсемшĕн кăçал юсанă зал — ялта спорта аталантармалли тĕп вырăн пулса тăнă.

Ирина Николаева, Семен Антонов

Эрнере 27 физкультура урокĕ. Шкул спорт залĕ пушă тăманпа пĕрех. 1-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕш класра вĕренекенсем таранах кунта сывлăхне çирĕплетеççĕ. Физкультура урокĕсене  Светлана Сорокина ертсе пырать. Вăл Екатеринбургран качча килнĕ. Палтиел шкулне 3 ялтан  пурĕ 160 ытла ача пĕлӳ илме çӳрет, тепĕр 40-ĕн —  сатике. Спорт залне шкулпа пĕрле 34 çул каялла хута янă. Ку таранччен ăна, паллах, çиелтен тирпейлесе тăнă, анчах кăçал çеç тĕпрен юсама май килнĕ. Çĕршыври ятарлă программăна хутшăнса миллион те 112 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Строительсем çу каçа тăрăшнă.  Çĕнĕ вĕренӳ çулне ачасем хăтлăх кӳнĕ спорт залĕнче  кĕтсе илнĕ.

Хывăнса тăхăнмалли уйрăм пӳлĕм, душпа санузел — кун пекки  ял шкулĕсенче сайра тĕл пулать. Уроксем хыççăн та спорт залĕ пушанмасть — каçчченех кунта секцисем ĕçлеççĕ. Палтиел хĕрĕсем баскетболла выляссипе палăрса тăраççĕ. Нумай пулмасть, çак ялтан  тухнă, Афганистанра пуç хунă Владимир Михайлов паттăра асăнса ирттернĕ турнирта вĕсене çитекенни пулман. Район шайĕнчи ăмăртусенче кăна мар, республикăри тупăшусенчен те шкулти баскетбол ушкăнĕ пĕрре мар çĕнтерӳпе таврăннă. 

Ар çын ачасем валли тренажер пӳлĕмĕ пухма пуçланă. Тăхтав вăхăчĕпе усă курса вĕсем вăй виçме васкаççĕ. Эрнере пĕрре кашни класс автобуспа 12 çухрăм кайса район центрĕнчи физкультурăпа спорт керменне бассейна ишме çӳрет. Çĕнетнĕ спорт кĕтесĕпе юнашар, темиçе çул каялла кунта тепĕр зал хута янă. Патшалăх пулăшнипе пысăк мат туяннă. Эрнере виçĕ хут Шăмăршăран тренер килсе  кĕрешме  вĕрентет. Шкулти спорт секцийĕсенче ачасемпе пĕрлех ял çамрăкĕсем те сывлăхне çирĕплетеççĕ. Унсăр пуçне кунта район шайĕнчи ăмăртусем иртеççĕ.