«Çулталăк çемйи» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç

Ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ, спортра, юрă-ташăра, ытти ĕçре те маттур. Паян Шупашкарта республикăри «Çулталăк çемйи» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ пултаруллă та туслă çемьесене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.
 
Алиса Александрова, Анна Давыдова, Игорь Ульянов

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ 7 процент ÿснĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев салам сăмахĕнче çакă регион пуласлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
«Çулталăк çемйи» конкурса хутшăнма кăçал республикăри 156 çемье кăмăл тунă.  Вĕсенче кирек епле ĕçе те пĕр шухăшлăн,  йышпа тăваççĕ. Кил-хуçалăха тытса пыма та, обществăлла ĕçре те ĕлкĕреççĕ. «Чи туслă çемье» номинацире Елчĕк районĕнчи Яблоковсене чысларĕç. Çемьере 5 ача çитĕнет. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ тÿрĕ чунлă пулма, çут çанталăка юратма вĕрентет.

Элĕк районĕнчи Александровсене те уйрăммăн палăртрĕç уявра. Вĕсене «Чи ĕçчен çемье» номинацире чысларĕç. Йышри 9 ачаран 6-шĕ - усрава илнисем. Иван Ивановичпа Алина Витальевна нихăшне те уйăрмасть, пурне те пĕрешкел юратса тивĕçлĕ воспитани парать.

«Çулталăк çемйи» сумлă ята вара Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ананьевсем тивĕçрĕç. 6 ачаллă çемьере ашшĕ-амăшĕ  те, ачисем те спортпа туслă. Йăхран-йăха пыракан йăла-йĕркене те чыслăн упраççĕ Ананьевсем. Çакна 1720-мĕш çултан пуçласа тунă несĕл йывăççи те çирĕплетет. „Çулталăк çемйи“ тата сцена çине хăпарнă кашни кил-йыш тав çырăвне, хаклă парнене тивĕçрĕ.