Раççей Президенчĕн Атăл тăрăхĕнчи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров регионсенче пурăнакансене патшалах наградисем пачĕ

Ĕçри хастарлăхшăн, çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн, паттăрла ĕçшĕн – патшалăх наградисем. Чулхулара Атăл тăрăхĕнчи федераци округĕнчи регионсенче пурăнакансене чысларĕç.

Екатерина Фомина

Çак ятпа вĕсене Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров саламларĕ. Çынсене Конституци кунĕ умĕн чыслани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче тĕп саккуна йышăннăранпа 25 çул пулать. Наградăсене тивĕçнисен йышĕнче пирĕн ентешсем те пур. Красноармейски районĕнчи Пайсупинра пурăнакан Елизавета Сергеевана «Вилекенсене çăлнăшăн» медальпе чысларĕç. Ку ĕç-пуç 3 çул каяллах пулнă. Ялти пĕр хĕрарăм пĕверен кăвакалĕсене кăларас тенĕ. Чăнкă çыранран шуса шыва ӳкнĕ, путма пуçланă. Çакна пĕве çумĕнчи çуртра пурăнакан Елизавета Сергеева асăрханă. Инкеке лекнĕ çынна çийĕнчех пулăшма васканă.
Çавăн пекех салам сăмахĕсене Травматологи центрĕн тĕп тухтăрĕ Николай Николаев йышăнчĕ. Ăна «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн 2-мĕш степеньлĕ медалĕпе чысларĕç. Оперăпа балет театрĕн тĕп дирижерĕ Ольга Нестерова вара «Раççейĕн тава тивĕçле артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.