Чăваш Енри композиторсен конкурсĕ иртнĕ

Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче, республика ертӳçин Грантне пурнăçласа, композиторсен Олимпиада Агакова ячĕллĕ конкурсне ирттернĕ.

Александр Осипов, Семён Антонов

Композитор ĕçĕ курăмлă мар, вăл вăраххăн пиçсе çитсе халăх умне тухиччен хăш чух вуншар çул та иртме пултарать. Çĕнĕ хайлава музыка итлекенсен чунне кĕртсе вырнаçтармашкăн вăхăт кирлĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çĕнĕ хайлавсен концерчĕсенче халăх йышлах пулмасть. Олимпиада Агакова ячĕпе ирттерекен конкурс пĕрремĕш кăна пулсан та, ятсен йышĕпе, хайлавсен шучĕпе çав тери анлă, професси шайĕпе тивĕçтерӳллĕ. Концертран пĕр кун маларах çак институт театрĕнчех конкурс иртнĕ. Тепĕр кунне гала-концертра тупăшăва хутшăнакансен хайлавĕсене янратрĕç. Программăна Олимпиада Агакова юрăç произведенийĕсемпе пуçларĕç. Хăйне вăл композитор тесе шутламан, çавх та талантлă çын чунран тухнине ытларах хăйĕн вĕренекенĕсем валли, акатуйсемпе уявсенче янратма çырнă. Олимпиада Яковлевна, сăпайлă çын, хăй пирки калаçнине те кăмăлласах кайман. Хăй вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех çапăçнă, çĕршер аманнă салтака вилĕмрен çăлма пулăшнă.

Тӳресене — Николай Казаков композитора, Светлана Макарова, Александр Осипов, Николай Зимин музыка тĕпчевçисене - тупăшу хайлавĕсен авторĕсене пĕлтермен. Произведенисене итлесе, чи чаплисене виçĕ номинаципе суйласа паллăсем лартнă вĕсем. Профессионалсен йышĕнче пĕрремĕш вырăна Лариса Быренкова паллă композиторăн трубапа фортепиано валли çырнă «Юмореска» пĕрремĕш вырăна тухнă. Хăй тĕллĕн вĕренсе ĕçлекен композиторсен хайлавĕсенчен Николай Артюковăн фортепианопа оркестр валли çырнă Концертинона çитекенни пулмарĕ. Студентсен хайлавĕсен те ятарлă номинаци пулнă. Унта Чулхулари консерватори студенчĕ Николай Кадыков çĕнтерчĕ. Конкурса ирттерекенĕ Алиса Агакова ĕç-пуçпа кăмăллă. «Малтан эпир хамăр республикăри хайлавсене кăна илес тенĕччĕ. Çавах та ĕçленĕ май пирĕн тупăшу çунатлансах пычĕ. Хайлавсене ытти регионсенчен — Урал тарăхĕпе Тутарстанран, урăх патшалăхсенчен - ярса пачĕç»,- тет. «Инçете тухса кайнисем чунпа кунтах, Чăваш Енрех пуранаççĕ иккен. Юрий Эриванов Америкăра, Антон Асламас — Анисим Асламас мăнукĕ — Чехире пулсан та, тăван халăх культуришĕн тăрăшаççĕ, хайлавĕсене ярса пачĕç. Конкурс хайĕн тĕллевне пурнăçларĕ тесе хăюллăнах çирĕплетме юрать — çĕнĕ ятсемпе, чаплă хайлавсем тупса палăртма май пачĕ. Вĕсене эпир — çĕнтернисене кăна мар, пурне те, тĕрлĕ кĕнеке кăларса, вĕренекен музызкçăсем патне çитерĕпĕр»,- терĕ Олимпиада Агакова пиччĕшĕн хĕрĕ Алиса Леонидовна.