Каяшсене пуçтарс ыйтусемпе «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕнче «тÿрĕ лини» иртнĕ

Хытă каяшсене пуçтарнăшăн çĕнĕ тарифпа тÿлеме ку уйăхран Чăваш Енре пурăнакансем патне пĕрремĕш квитанцисем çитнĕ. Çавна пула хулара та, ялта та çурт-йĕр тытакан çынсен сахал мар ыйту çуралнă. Ялсенче чылайăшĕ апат-çимĕç юлашкисене выльăх-чĕрлĕхе çитерет, çунакан ăпăр-тапăра кăмакана ăсатать, апла пулсан, хулари çынран сахалрах ăпăр-тапăр пухăнать. Республикăра пурăнакансем «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ «тÿрĕ линие» шăнкăравласа нумай ыйту хуравне пелесшĕн пулчĕç.

Леонид Петров, Екатерина Храмкина, Виктор Степанов

«Тÿрĕ лини» пĕр сехет ĕçлерĕ. Шăнкăрав чылай пулин те, ыйтусем пĕр евĕрлĕрех. Хăшпĕр ялта пурăнакансем каяш пуçтарнăшăн тÿлемелли квитанцисене илнĕ, анчах çÿп-çап пăрахмалли вырăнсем хатĕр мар, контейнерсене те вырнаçтарман. Хăшĕ–пĕри çуртра пĕччен регистрациленнĕ, квитанцире вара 2 çыншăн тÿлемелле тесе палăртнă. Çурт-йĕр тĕп инспектрĕ Виктор Кочетков каланă тăрăх, регионти оператор килсенче пурăнакансем çинчен информацие малтанах хуçалăх кĕнекисенчен илнĕ. Ку çитменлĕхе тÿрлетме пулать, терĕ. Каяшсене турттарса тухман ялсенче вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем акт çырса çăмăллăхпа усă курман тапхăра кăларса çĕнĕ расчет тăвĕç, терĕ вăл.

Хальхи вăхăтра районсенче ăçта миçе контейнер кирлине, вĕсене ăçта вырнаçтарассине, çÿп-çапа хăçан турттарассине сÿтсе яваççĕ. Ку ыйтусене вырăнти влаçăн ял çыннисемпе пĕрле татса памалла. Правительствăра çакăн валли вырăнти бюджетран укçа уйăрас пирки те шутлаççĕ. Контейнерсене ялсене çитес çул çитермелле. Каяшсене михĕ-пакетсене тултарса палăртнă çĕре купаласа хума та юрать. Çын пĕр адреспа регистрациленнĕ, тепĕр çĕрте пурăнать е харпăрлăхра ун харăсах темиçе çурт - тÿре линире янăракан иккĕмĕш çивĕч ыйту. «Экоцентр» пĕрлешÿ директорĕ Виктор Лагуновский вырăнти администрацирен çын хăш вăхăтчен тата ăçта пурăнни çинчен калакан справка илмеллине пĕлтерчĕ. Документсене Ярославский урамри 76-мĕш çурта 401-мĕш кабинета çитерсе памалла. Тепĕр икĕ эрнерен çак адрес улшăнĕ. Ыйтусене Мускав проспектĕнчи 19 çуртăн 11-мĕш корпусĕнче татса пама пуçлĕç.

Çынсем çавăн пекех каяшсене уйăрса пухас пирки те пĕлесшĕн пулчĕç. Районсенчен шăнкăравлакансем тариф пысăк тесе пăшăрханчĕç. Рейс шутне чакарса хаксене йÿнетме ыйтрĕç. Анчах та нормативсене Республикăри строительство министерстви иртнĕ çул федераци ведомствин докуменчĕсем çине таянса çирĕплетнĕ. Пĕр çын пуçне 74 тенкĕ - Атăл тăрăхĕнче чи йÿнни шутланать, ăнлантарчĕ строительство министерствин пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Максимов.