Çĕнетнĕ шкулта тата ытларах вĕренес килет

2014-мĕш çултанпа Раççейре «Ача-пăча спорчĕ» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн шкул спорт залĕсене çĕнетеççĕ. Кăçал, сăмахран, юсав тума федераци бюджетĕнчен 1 миллиард та 400 миллион тенкĕ уйăрнă.  Вĕсенчен 32 миллионне — Чăваш Ене.
 
Алиса Александрова, Виктор Степанов
 
Республикăра кăçал 30 вĕренÿ учрежденийĕн спорт залĕсене юсанă. Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕнче савăнăçлă лару-тăрура çĕнетнĕ зала уçрĕç. 2003-мĕш çулта хута янă пĕлÿ çуртĕнче халиччен тĕплĕ юсав пулман.

Хăтлă залшăн вĕренекенсем те савăннă. Халиччен физкультура урокĕсем ытларах урамра иртнĕ пулсан, малашне баскетболла, волейболла выляма, сывлăха çирĕплетме нимĕнле чăрмав та пулмĕ.

Шкулта çак кунах 4-мĕш класра вĕренекенсене кадетсен ретне илчĕç. Çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем сумлă ята тивĕçлĕ шайра тытса пыма шантарчĕç. «Ача-пăча спорчĕ» проект пурнăçа кĕме пуçланăранпа пирĕн республикăра 115 спорт залне юсанă. 2019-мĕш çулта тепĕр 19 шкулта 30 миллион тенкĕлĕх ĕç тăвасшăн.