Етĕрне районĕнче ăратлă лашасен чупăвĕ иртрĕ

Лашасен Пĕтĕм Раççейри чупăвне хутшăнакансемшĕн иртнĕ канмалли кунсем хаваслă иртрĕç. Етĕрне районĕнчи Чапаев ячĕллĕ ăратлă лашасен завочĕн ипподромне Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Мускав хулинчен юланутçăсем пуçтарăнчĕç. Вĕсене хавхалантарма 6 пин ытла çын пухăнчĕ.

Алиса Александрова, Оксана Замятина, Семен Антонов

«Тихана чупăва хатĕрлеме амăшĕн варĕнче чухнех пуçламалла», - теççĕ Шупашкар районĕнчен килнĕ Никольскисем. Мĕнлерех апатлантарни, тренировкăсем ирттерни, амăшĕнчен уйăрнă тапхăр еплерех иртни те питĕ пĕлтерешлĕ. Орловски ăратлă лашасемпе 15 çул ытла кăсăкланать çемье. Етернĕри лаша завочĕн Кубокĕшĕн кĕрешме Маринăпа Валерий Кастинг ятлă урхамахĕпе килнĕ. 6 çулти рысак кашни ăмăртурах аван кăтартусемпе палăрать. Петр Павлов юланутçă та хăйĕн Вульф ятлă тусĕпе тивĕçлипе мухтанма пултарать.

Ăмăртнă чухне юланутçăран нумай килет. Лаша хăвăртлăхне ан чакартăр тесен тилхепене тĕрĕс тытса пыма пĕлмелле. Стартран финиша çитме 2 çухрăм та 400 метр. Ăмăртăва йĕркелекенсем палăртнă тăрăх, тупăшăва хутшăнакансем çулран-çул нумайланса пыраççĕ. Куракансен йышĕ те ÿсет. Кăçал Етĕрне районне лаша спорчĕпе кăсăкланакан 6 пин çын килнĕ. Вĕсен йышĕнче ытти ăмăртусене хутшăннă юланутçăсем те пур.

Етĕрнери лаша завочĕн ылтăн Кубокне пĕртен-пĕр хĕрарăм-юланутçă, Буинскран килнĕ Диля Галимзянова 6 çулти Лучедор урхамахĕпе çĕнсе илчĕ. Вĕсем ытти çулсенче мала тухнă Патăрьел район чысне хÿтĕлекен Фаянспа хуçине хыçа хăварчĕç. Кĕмĕл тата бронза парнесем хамăр республикăрах юлчĕç. Вĕсене Анатолий Каргин юланутçă Гамлет лашипе тата Валерий Каргин Ливерпуль Лок урхамахĕпе çĕнсе илчĕç.