Муркаш районĕнчи Орининра авалхи кĕлĕ çуртне юсаççĕ

220 çул каялла хресченсен вăйĕпе хута янă чиркӳ халăх пулăшнипех тĕпрен çĕнелет. Сăваплă вырăнти ырă улшăнусем пирки Алексей Енейкин сюжетĕнче.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

Орининти малтанхи чиркĕве 1798 çулта уçнă пулнă. Кĕçех йывăç çурт çунса кайнă. Ун хыççăн прихутри хресченсен вăйĕпе çĕнĕ чиркӳ лартнă. Кирпĕчĕсене турра ĕненекен халăх килĕсенчи кăмакасенче хĕртсе килнĕ. Кашни çемье тăм çине пичет çапса хăйĕн паллине хăварнă. Ĕмĕр ытла вăхăт иртсен ― 1935-мĕш çулта таса çурта хупма йышăннă. Хăватлă чансене антарнă вăхăта ас тăвакансем ку тăрăхра халĕ те пурăнаççĕ-ха.

Виçĕ престоллă чиркӳ пулнă çуртра склад та, библиотека та ĕçленĕ. Унтан вăл чылай çул юхăнса ларнă. 2002-мĕшĕнче ăна Чăваш Ен Епархине панă. Майĕпен прихут йĕркеленсе чиркӳре кĕлĕсем ирттерме пуçланă. 2011 çулта вара кунта кĕтменлĕх пулса тухнă. Çĕр варринче кивĕ çуртăн тăрри ишĕлсе аннă. Тĕл-тĕл стени те ваннă. Çавăнтанпа чиркӳре пысăк юсав пырать. Хальлĕхе пулăшу ыйтнисенчен никам та айккинче юлман.

Оринин чиркĕвĕн пачăшки Иннокентий игумен иртнĕ çулсенче чылай ĕç тума пултартăмăр, тет. 7 çул каялла тăрăсăр ларнă çурт паян аякранах мăнаçлăн курăнать. Малашне тумалли те кунта нумай-ха. Халĕ чиркĕвĕн варринчи пайне юсама вăхăт çитнĕ. Ĕлĕкех 15 яла пĕрлештернĕ прихут çĕнĕрен вăй илнине курма пултарнăшăн 95 çулти Евгения Бычкова хăйне телейлĕ, тет.

Çветтуй Троица ячĕпе хисепленекен чиркĕве усламçăсем пулăшнипе тата халăх вăйĕпе çывăх вăхăтра юсаса пĕтерме палăртнă. Кĕлĕсем вара кунта яланах иртеççĕ, таса вырăн пурне те илĕртет. Вырсарни шкулне çӳрекен ачасен ĕçĕсем çине пăхсан авалхи çуртăн çутă пуласлăхĕ никама та иккĕлентермест.