Чăваш Енре кайăк-кĕшĕк грипĕ тупса палăртнă вырăнсенче чăх-чĕпе тĕп тăвас ĕç вĕçленнĕ

Аса илтеретĕп, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Çĕрпӳ, Йĕпреçпе Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи 9 çĕрте чир пуррине çирĕплетнĕ. Ветеринарсем 6 районта пурĕ 2 пин те 151 пуç кайăк-кĕшĕке пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра шар курнă кил хуçисемпе усламçăсен тăкакĕсене саплаштарас ĕç пырать. Карантин йĕркине çирĕплетнĕ Патăрьелпе Елчĕк тăрăхĕсенчи лару-тăру пирки — пирĕн сюжетра.

Ирина Николаева, Алиса Александрова, Вадим Владимиров, Виктор Степанов

 Патăрьелĕнчи Крепков урамне унта пурăнакансемсĕр пуçне урăх никама та кĕртмеççĕ. Комсомольски районĕнчи Явăшпа пĕрле  кунта республикăра чăн малтан - утă уйăхĕн 13-мĕшĕнчен карантин йĕркине çирĕплетнĕ. Ветеринарсем каланă тăрăх, çак урамри пĕр кил хуçин 3-4 кунта 11 чĕп вилнĕ. Республика тулашĕнче ирттернĕ экспертиза вĕсен кайăк-кĕшĕк грипĕ пулнине кăтартса панă. Çавна май Крепков урамне 3 эрнелĕхе карантина хупнă. Ветеринарсемпе полицисем кунĕн-çĕрĕн хурал тăраççĕ.

Специалистсем кашни киле çитсе кайăк-кĕшĕке шута илнĕ. Ял çыннисемпе чиртен мĕнле сыхланмалли  çинчен калаçнă. Чăх-чĕп сутакансене те пысăк тимлĕх уйăрнă, тĕрĕслевсем ирттернĕ. Карантина лекнĕ урамри  22 килте 244 кайăк-кĕшĕке тĕп тума тивнĕ. Шар курнисене, Чăваш правительстви йышăнăвĕпе, кашни кило чĕрвиçешĕн 55 тенкĕ те 60 пус, теçетке çăмарташăн 29 тенкĕ те 70 пус тӳлеççĕ.

Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланса ветеринарсем ялта пурăнакансене чăх-чĕпе, хур-кăвакала ирĕке кăларма чарнă. Çапах та ку йĕркене çирĕп пăхăнмаççĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов  Елчĕк районĕнче  ĕçлĕ çӳревпе пулнă май, çакна уйрăмах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Çынсем асăрхаттарăва ăша хывмасан — штрафлаççĕ.

Ял хуçалăх министерствинче палăртнă тăрăх, амака республикăна кайăк-кĕшĕк сутакансем ертсе килме пултарнă. Çавна май чире алхасма парас мар тесе кӳршĕ регионсен чиккисенче ветеринарипе полици посчĕсем йĕркеленĕ.