Олимп чемпионĕнчен тĕслĕх илчĕç

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Василий Чапаев ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри турнирĕнче Чăваш Енри атлетсем çичĕ «ылтăн», икĕ «кĕмĕл» тата сакăр «бронза» медаль çĕнсе илчĕç.

Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин

Чи вăйлисене малтан хĕрарăмсен йышĕнче палăртрĕç. 10 ушкăнран пиллĕкĕшĕнче кил хуçисем мала тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ ята Надежда Федорова, Анастасия Яковлева, Вероника Чумикова, Алена Тимофеева тата Евгения Захарченко тивĕçрĕç. Вĕсенчен арçынсем те юлмарĕç. Чăн та, 65 килоллисен ушкăнĕнче финалта Джамал Отарсултанов олимп чемпионĕ (вăл хĕрлĕ трикопа) тата Тутарстанри Ильдар Шакуров тĕл пулчĕç. Сумлă атлет хăйĕн ăсталăхне çирĕплетрĕ,  Чапаев турнирĕн çĕнтерÿçи пулчĕ.

Тепĕр виçе ушкăнĕнче те хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Унта Чăваш Ен чемпионĕ Руслан Самарин (вăл кăвак трикопа) Мускаври Ислам Хашиева парăнтарчĕ. Çиччĕмĕш ылтăн медаль республикăшăн Константин Иванов çĕнсе илчĕ. Вăл 61 килоллисен ушкăнĕнче чи вăйли пулчĕ. Йĕркелÿçĕсем çитес çул та Чапаев ячĕллĕ турнира çÿллĕ шайра ирттерме, тĕнчипе паллă атлета йыхравлама шантарчĕç.