Хваттер укçи тÿлеççĕ, çапах та коммуналлă хуçалăхри пулăшăва кирлĕ пек тивĕçмеççĕ

Тĕп хулари Миттов бульварĕнчи 10-мĕш çуртра пурăнакансем çÿп-çап айне пулнă тесен те юрать. Çак „таса мар“ ĕç-пуçпа Леонид Петров корреспондент кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Игорь Ульянов

Ку çурта «Кăмăл» пĕрлешÿ пăхса тăрать. Чи кăсăкли - вăл çак управляющи компанинчи пĕртен пĕр пÿрт. Ыттисем пурте çавăн пекех ятлă тепĕр организаци çунатти айне куçнă. Кунта пурăнакансем те хуçине улăштарасшăн пулнă, анчах унчченхи компани çуртра пуçланă юсава вĕçлеменни тытса чарнă. Ку пÿрт айĕпе вĕри тата сивĕ шыв пăрăхĕсем иртеççĕ. Вĕсем харăсах темиçе çурта çыхăнтараççĕ. 2016-мĕш çулта ку тытăма пайлама йышăннă. Çакна тума 328 пин тенкĕ кирлĕ тесе палăртнă. Çурта пăхса тăракан компани ĕçе  иртнĕ çул пикеннĕ. Анчах кĕçех смета улшăннă – юсава çур миллион тенкĕлĕх хакланă.

Çынсем ĕç мĕншĕн хакланнине ăнлантарма ыйтнă. Унсăррăн çĕнĕ компанине куçма килĕшменнине пĕлтернĕ. Хуравне паянччен те илеймен-ха. «Кăмăл» пĕрлешÿ  вара иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнчех йăла каяшне пăрахмалли савăтсене пуçтарса кайнă. Ăпăр-тапăра çывăхри çуртсем патне йăтма тивнĕ. Икĕ эрне каялла управляющи компани дворнике ку çурта тирпейлесе тăма пачах чарнă.

«Кăмăл» компанин çавăн пекех «Горлифт» пĕрлешÿ умĕнче пĕр миллион та 200 пин тенкĕ парăм пухăннă. Çак сăлтава пулах 10 хутлă çуртра пурăнакансем уйăх ытла ĕнтĕ çуран анса хăпараççĕ.
Лару-тăрăва уçăмлатма эпир «Кăмăл» компание çул тытрăмăр. Анчах усси пулмарĕ.

Республикăн çурт-йĕр инспекцийĕнче Миттов урамĕнчи 10-мĕш çуртпа çыхăннă кăткăс лару-тăру пирки пĕлеççĕ.  Тивĕçе кирлĕ пек пурнăçламаншăн управляющи компанине икĕ хут 500 пин тенкĕлĕх штрафланă.  

Çурт-йĕр инспекцинче пĕлтернĕ тăрăх, «Кăмăл» пĕрлешÿ ресурс организацийĕсемпе хушма килĕшÿ тунă. Çавăнпа парăмсене çывăх вăхăтра тÿлесе татмалла. Çÿп-çап айне пуласран вара çынсене урăх управляющи компанине куçни çеç пулăшĕ.