Эмел сутнăшăн 5 çул таран хупма пултараççĕ

Шупашкарта  саккуна пăсса тупăш тунă 32 çулти ар çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл интернет урлă патшалăх регистрацине тухман тата реестра кĕртмен эмел сутнă.

Екатерина Фомина, Екатерина Храмкина, Павел Иритков

Следстви шучĕпе, 2016 çулхи юпа уйăхĕнче çамрăк социаллă сетьре икĕ страница уçнă, вĕсенче вăл арçынсем валли виçĕ тĕрлĕ им-çам сутнине  пĕлтернĕ. Патшалăх реестрне кĕртменскерсем, сывлăха сиен кÿме пултараççĕ.

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕнчи инспектор Юлия Краснова пĕлтернĕ тăрăх, айăпланакан кăçалхи пуш уйăхĕччен Шупашкар хулинче тата Чăваш Енре сутса 150 пин тенкĕ тупăш тунă. Айăпланаканăн çак эмелсене сутма ирĕк пулман. Вăл урăх тытăмра ĕçленĕ.

Ку преступление Следстви комитечĕпе Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлекенсем пĕрле уçса панă. Айăпланакан хваттерне  ухтарнă хыççăн унта 850 ытла таблетка тупнă, пĕри вăтамран 100 тенкĕ тăрать. Арçынна  5 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.