Паян – Раççейпе Беларуç халăхĕсен пĕрлĕх кунĕ

1996-мĕш çулта икĕ çĕршыв союзлă патшалăх йĕркелесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснă.
 
Оксана Баскакова, Семен Антонов
 
Тăванла халăхсен туслăхне халалласа çак кун тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Университетсемпе шкулсенче лекцисем вулаççĕ, конференцисем, акцисемпе концертсем йĕркелеççĕ. Уяв икĕ çĕршывăн экономика хутшăнăвĕсене вăйлатма май парать. Пирĕн республика та Беларуçпе тачă çыхăну тытать. Чăваш делегацийĕ пĕрре мар кÿршĕллĕ çĕршывра пулнă. Уйрăмах ял хуçалăх, промышленноç енĕсемпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне культура çыхăнăвĕсем çирĕп. Беларуçсем тăтăшах Кокель пленэрне, Акатуя, Республика Кунне тата ытти уявсене хутшăнаççĕ.