Шупашкарта Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Мурманск тăрăхĕнче паттăрла вилнĕ ентеше аса илчĕç

Тĕп хулара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 75 çул каялла пуç хунă Юрий Колпинские асăнчĕç. Пирĕн ентеш çĕршывăн çурçĕр чиккине хÿтĕлесе паттăрла вилнĕ.

Леонид Петров, Анастасия Евгеньева, Никитина Углев  

Вăрçă пуçланнă чухне Юрий Колпинский Мурманск облаçĕнче пулнă. Унта вăл Çурçĕр флочĕн  63-мĕш тинĕс бригадинче  разведчиксен ушкăнĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. Пирĕн ентеш радист пулнă.  Кĕçех Мурманск тăрăхĕнче хаяр çапăçусем пуçланнă. Нимĕç фашисчĕсем хулапа порта ярса илме тĕллев лартнă.

1943 çулти пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче разведчиксен ушкăнĕ Муста-Тунтури сăрчĕ çывăхĕнче çапăçăва кĕнĕ. Тăшман совет салтакĕсене ункăна çавăрса илме пуçланă. Нимĕçсен аллине лекес мар тесе разведчиксем талăк ытла хирĕç тăнă. Юлашкинчен пирĕннисенех тупăсенчен пеме ыйтнă, çапла нимĕçсене тĕп тунă, хăйсем те пуç хунă.

Юрий Колпинский шăммисене шыравçăсем çапăçу вырăнĕнче 1988 çулта тупнă. Ентеше Шупашкара илсе килсе пытарнă.  

Кăçал вара шыравçăсем Мурманск тăрăхĕнче икĕ палăк вырнаçтарасшăн. Пĕри вăл Юрий Колпинский пурнăçран уйрăлнă вырăнта, тепри – Рыбачий çурутрав çинче. Унта вăрçă вăхăтĕнче тепĕр ентеш – Тăвай районĕнчи Семен Орешников паттăрла вилнĕ. Çак ĕçре Мурманск тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем пулăшма хатĕр.