Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Ен тата Чĕмпĕр облаçĕн Управленийĕнче кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç


„Çавра сĕтел“ тавра йĕркеленĕ калаçăва çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене йыхравларĕç.

Екатерина Фомина, Леонид Петров, Вадим Владимиров    

Кун пек шайри тĕл пулу иккĕмĕш çул иртет. Журналистсене пуçтарса ведомство ĕç-хĕлне пĕтĕмлетесси йăлара пулман. Çакна чи малтан пирĕн республикăра пуçăннă. Кăçал  вара ытти регионсем та тĕслĕх илнĕ. Шупашкарсем Чĕмпĕр облаçĕпе тÿрĕ эфирта çыхăнчĕç. Управлени  ертÿçи Алексей Палькин  хресченсем патне ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене çитерессинче хаçат-журналта, телевиденипе радиора ĕçлекенсен тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ. Сăмахран, электронлă сертификаци тăвакан «Меркурий» патшалăх программи пирки паян кашни выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенĕн пĕлмелле.  Çак тытăм çитес çул туллин вăя кĕрет. Унта выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă мĕн пур кăтарту упранĕ. Уйрăммăн илсен, чĕрчуна ăçта пăхса ÿстернине, вăл мĕнле тĕрĕслевсем витĕр тухнине тата ыттине те ирĕккĕнех пĕлме пулĕ. Аш-какай е сĕт тирпейлекен предприятисем продукци ăçтан килнине йĕрлеме пултараççĕ.

Журналистсем тăтăшах инспекторсемпе рейдсене тухаççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче çитменлĕхсене çутатни йĕрке тума пулăшать. Кăçал ял хуçалăх çĕрĕсемпе тĕрĕс усă курассипе, çÿп-çап куписене пĕтерессипе, халăхран сĕт пуçтарассипе çыхăннă ыйтусене пĕрре мар хускатнă. Уйрăмах пултаруллисене Хисеп хучĕсем тата парнесем парса чысларĕç. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтешсем те пур. Килĕштерсе ĕçленĕшĕн Чăваш телевиденинчи Леонид Петров корреспондентпа Вадим Владимиров телеоператора тата Чăваш радиори Ирина Паргеева корреспондента хавхалантарчĕç.