Пукане театрĕнче - çĕнĕ спектакль


Кăçал Чăваш патшалăх пукане театрĕ Республика пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ. Унпа Петĕр Хусанкай çырнă юмахсем тăрăх 4 спектакль хатĕрленĕ. „Итлемен Илтепи“, „Çарăк“, „Тĕнчере мĕн вăйлăрах?“ хайлавсене артистсем çуллах сцена çине кăларнă. Çĕнĕ çул умĕн вара чăваш классикĕн „Кăвакарчăн“ юмахĕ тăрăх лартнă мюзикл премьери пулчĕ.

Оксана Баскакова, Никита Углев

Спектакльти сăнарсем - Эрнак мучи, унăн икĕ хĕрĕ Виремлипе Салампи тата çĕр айĕнчи тĕнче хуçи Ахрат. Тĕп вырăнта çемьери хутшăнусем, ырăпа усал кĕрешĕвĕ. Мюзиклта куракана тыткăнлакан самант чылай. Юрă-ташă, хитре декораци, «чĕрĕ» пуканесем — çаксем йăлтах юмах тĕнчине путараççĕ.

Театр ушкăнне çамрăк артистсем хушăннă.   Вĕсем - Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен студентсем. «Кăвакарчăн» мюзикл вĕсен диплом умĕнхи ĕçĕ пулать. Премьерăра хисеплĕ хăнасем те пулчĕç: Петĕр Хусанкайăн мăшăрĕ, СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина, ывăлĕ Атнер Хусанкай. Вĕсем çамрăксен ĕçне пысăк хак пачĕç.
«Кăвакарчăн» мюзикла артистсем халĕ театрта çеç мар, тĕрлĕ район-хулара та кăтартма пултараççĕ.  Республика пуçлăхĕн гранчĕпе вĕсем машин валли прицеп туяннă.

Спектакль ачасемшĕн те, аслисемшĕн те кăсăклă. Вăл йывăрлăхсене парăнтарма, ырă пулма вĕрентет.