Чăваш Енре социаллă портал ăнăçлă ĕçлет

Республикăра пурăнакансем мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ? Кун пирки пĕтĕмпех Чăваш Енри социаллă портал сайтĕнче пĕлме май пур. Ăна 4 çул каялла йĕркеленĕ. Халĕ унпа çулсерен 300 пин çын усă курать.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Чăваш Енри социаллă портал сайтне нумай пулмасть çĕнетнĕ. Халĕ унта республикăри хӳтлĕх пайĕсемпе тĕрлĕ пулăшу центрĕсем çинчен чылай усăллă информаци пĕлме пулать.

Субсиди е пĕр-пĕр тӳлев валли мĕнле документ пухмалла, ăна ăçта пырса памалла тата ытти ыйтусене килтен тухмасăрах интернет урлă специалистсенчен хурав илме пулать. Унсăр пуçне сайтра ятарласа хатĕрленĕ социаллă калькулятор пур. Унта çемье е уйрăм çын патшалăх тивĕçтерекен мĕнле çăмăллăхпа усă курма пултарнине пĕлме ансат.
Сайта телефон урлă та çăмăллăнах кĕме пулать. Унпа усă куракансен шучĕ халĕ ӳссе пырать.

Социаллă калькуляторпа усă курса коммуналлă тăкаксене саплаштарма паракан субсиди пирки те, ытти çăмăллăхсем çинчен те пĕлме ансат.