Куславкка районĕнче вăраха кайнă çул строительствине вĕçлеме шантараççĕ

Куславкка районĕнчи Тĕмшерте пурăнакансем кăçалах такăр çулпа утса курĕç. Унта çул-йĕр тăвасси тинех вырăнтан тапраннă. Çакă тата ытти объектра ĕçсем мĕнле пынипе строительство министерствинчи специалистсем паллашрĕç. Вĕсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çула тухрĕ.  

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Тĕмшерте уйăх каялла пулнăччĕ. Ялсене аталантармалли программăпа Тури тата Анат урамсенче 3 çухрăма яхăн çул тума пуçланăччĕ. Çакăн валли хыснаран 18 миллион та 900 пин тенкĕ уйăрнă.  Анчах ĕç тÿрех ăнман. Аукцион выляса илнĕ пĕрлешÿ строительствăна палăртнă вăхăтран пĕр уйăх каярах пуçăннă. Урамсене чавса пĕтерсен, ĕç-пуç кĕçех пачах чарăнса ларнă. Техникăпа мар, çуран та кĕрсе тухма питĕ кансĕр пулнă. Çынсен нуши пирки Республика Пуçлăхне пресс-конференцире пĕлтерсен çеç лав вырăнтан тапраннă.  
Тури урамра  пурăнакансем ырă улшăну пуласса ĕненмен пулин те, паян такăр çулпа усă кураççĕ. Кунта ăна  400 метр сарнă. Халĕ машинсемпе те пĕр кăлтăксăр кĕрсе тухма пулать. 

Анатри çулăн пĕр пайне туса пĕтернĕ. Тата 900 метр чул сармалли юлнă. Техника кал-кал ĕçлет. Урам çăрăласран, экскаватор çĕре пайăн-пайăн чавать, хыççăнах хăйăр тата чул сараççĕ. Контрактпа строительствăна юпа уйăхĕнче вĕçлемелле пулнă. Ĕç чарăнса ларнине подрядчик укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе çыхăнтарчĕ.

Çак пĕрлешĕвех  Вăрмар районĕнчи Тикашри çула тума аукцион выляса илнĕ. Строительствăна çу пуçламăшĕнчех пикеннĕ. Килĕшÿ тăрăх ăна раштав уйăхĕнче хута ямалла. Çул тăршшĕ 1 çухрăм та 200 метра яхăн. Контракт хакĕ 10 миллион  çурă тенкĕ. Строительсем ĕçе вăхăтра вĕçлеме шантараççĕ.

Çапах та строительсем ытларах чухне хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Сăрьелти Николаев урамĕпе пурăнакансем хăтлăха туйса илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кунта 600 ытла метр тăршшĕ çул тунă. Çакăнта ял халăхĕн тÿпи те пур. Вĕсем проект валли укçа-тенке хăйсем пуçтарнă.

Кăçал республикăра пĕтĕмпе 80 адреспа 100 çухрăма яхăн çул-йĕр тума палăртнă.