Тĕрмере ларакан хĕрарăмсене пулăшассипе ятарлă проект пурнăçланать

Наркотикпе тата эрехпе ашкăнакан хĕрарăма усал йăларан хăтарма пулать-и? Шупашкарти наркодиспансерта ĕçлекенсем: «Тăрăшсан, пулать», - теççĕ. Чăваш Енре 2013 çултанпа ятарлă проект ĕçлет. Унпа килĕшӳллĕн специалистсем тĕрмере ларакан хĕрарăмсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Алексей Енейкин, Мария Никифорова, Михаил Солин

Çап-çутă палата, тап-таса вырăн, çĕнĕ йышши хатĕрсем. Çакă тĕрмери поликлиника пулнине пысăк та йывăр алăксем çине пăхсан кăна ĕненме пулать. Çĕрпӳри хĕрарăмсен колонийĕнче эрех-сăрапа тата наркотикпе алхасса преступлени тунă 765 çын ларать. Вĕсене кунта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен илсе килнĕ. Мускав облаçĕнче пурăннă Анна Осинкина, сăмахран, 17 çултах тĕрлĕ наркăмăшпа айкашма пуçланă. Тепĕр çичĕ çултан тĕрмене çакланнă. Сут хĕре 8 çуллăх ирĕкрен хăтарма йышăннă. Унсăр пуçне психиатри больницинче сипленмелле. Кунта килнĕренпе пурнăç çине урăхла пăхма пуçланине калать мал ĕмĕтлĕ хĕр. Колонире вĕсене икĕ тапхăрпа сиплеççĕ. Малтан диагностика тăваççĕ, унтан пурте кăткăс ĕçе кӳлĕнеççĕ. Сутпа айăпланнисем ӳкерчĕксем ăсталаççĕ, пластилинпа ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ хăнăхтару урлă харкашусăр калаçма вĕренеççĕ, чăтăмлăхне çирĕплетеççĕ.

Колонири хĕрарăмсемпе психолог, психиатр-нарколог тата социаллă пулăшу паракан специалист тĕрлĕ заняти ирттереççĕ. Чăтăмлăхне кура уйрăм программа хатĕрлеççĕ. Кунта вара тухтăрсем сутпа айăпланнисен кăмăл-туйăмне, вĕсене мĕнле шухăш канăç паманнине тĕпчесе пĕлеççĕ. Чăваш Енри хĕрарăмсемшĕн вара 4 çул каялла ятарлă методика шутласа кăларнă. Ирĕке тухиччен çур çул маларах вĕсемпе наркодиспансер специалисчĕсем тĕл пулаççĕ.