Тутарстанри Çарăмсан районĕнче пĕрремĕш хут Акатуй иртрĕ

Кăçал йĕпе-сапа пулнăран, çуракипе утă хатĕрлес ĕç кая юлса пырать. Улма-çырлапа ытти пахча-çимĕç те пĕр уйăх каярах пулнине палăртмалла. Апла-тăк вырма та кăштах юлса пуçланĕ. Унччен вара уявсем ирттерме вăхăт пур. Çапла, Тутарстанри Çарăмсан районĕнче, утă уйăхĕ çитнине пăхмасăрах, пĕрремĕш хут Акатуй йĕркелерĕç.

Алексей Енейкин, Юрий Васильев

Хусан хулинчен 200 çухрăм аякра пурăнакан чăвашсем карталанса пĕрремĕш Акатуя пухăнчĕç. Çурхи ака-суха ĕçĕсем тахçанах вĕçленнĕ. Çумăр çусах тăнăран, тыр-пулĕ те кăçал ăнса пулмалла, теççĕ. Апла пулсан халĕ сăвăнма юрать.

Тутарпа вырăс халăхĕ хушшинче чăн чăвашлăха упраса пурăнакан йăхташсем çак уява тахçантанпах кĕтнĕ. Тинех, Çарăмсан районĕнче Акатуй кĕрлерĕ. Кунта, паллах, вырăнти пуçлăхсем туслă халăхсен культурин пуянлăхне упраса хăварас тесе тăрăшни курăнать. 10 ытла лапамра юрă-ташă, вăйă-кулă хуçаланчĕ. Чи вăйлисем кире пуканĕ çĕклерĕç, кĕрешӳре тупăшрĕç, алă вăйне виçрĕç.

Çарăмсан районĕнче 12 чăваш ялĕ. Кашнинчех культура çурчĕ ĕçлет. Уява вĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрлех куршĕллĕ Самар тăрăхĕнчи чăвашсем хаваслă юрă-ташăпа илемлетрĕç.

Уявра ял хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçлекенсене тата тĕрлĕ конкурсра палăрнисене тав турĕç, парнесемпе чысларĕç. Çавăн пекех пухăннисене Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, Красноармейски тăрăхĕнчи «Трак Ен» тата «Хавал» ушкăнсем концерт парнелерĕç.

Чăвашсен авалтан пыракан йăли-йĕркине манăçа кăларас мар — чĕртсе тăратас тесе пуçарнă пархатарлă ĕç ку тăрăхри халăха мăнаçлăх туйăмĕ тата хавхалану кӳрекен ырă пулăм пулса тăчĕ. Малашне те çаплах пултăр терĕç уява пухăннă телейлĕ халăх.