Анна Мамиконова хореограф 35 çул культура анинче тăрăшнине паллă турĕç

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче - чаплă уяв. Чи илемлĕ ташшисене «Галатея» ансамбль ертсе пыраканне, вĕрентекенне, пултаруллă хореографа Анна Мамиконована халалларĕ.

Александр Осипов, Михаил Солин

Сен-Санс композитор музыкипе тĕнчере çĕршер балет артисчĕ ташланă - Анна Павловаран пуçласа Мая Плисецкая таран. «Галатея» артисчĕсем ушкăнпа ташланине пĕрремĕш хут курса тĕлĕнмелле те, савăнмалла та пулчĕ. Анна Мамиконова пурте пĕлсе усă куракан япалана та хăйне майлă çавăрттарма пултарать, теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Пултаруллă хореограф ача туртăмне пĕлсе усă курса ун илемне халăха ӳнерçĕ куçĕпе кăтартнинчен ырри мĕн пултăр. Çавăнпа ĕнтĕ сцена çинче ташлаканăн кукамăшĕ Анна Мамиконована - ансамбль ертӳçине - «чунтан саламласа çĕнĕ çитĕнӳсем сунса, малалла та çакăн пек илемлĕ ташăсем ларттарас килет»,- терĕ. Анна Мамиконова хореографа ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем, республикăри культура деятелĕсем 35 çул пултарулăхра тăрăшнă ятпа саламларĕç. Вăл хăй те профессиллĕ балет артисчĕ пулнă, унтан вара нумай çул пулас ташă ăстисене вĕрентсе пуян опыт пухнă. Ун ĕçĕсене Раççейри тĕрлĕ конкурс - фестивальте пысăк хак панă. Вăл ертсе пыракан ушкăн Шупашкарта кăна мар, ытти хуласенче те иртнĕ çулсенче 80 хутчен лауреат пулнă.

Çамрăк ташăçсен пултарулăхне курса савăнма, вĕсен вĕрентекенне саламлама артистсем те йышлăн килнĕ. Хусантан çитнĕ Владимир Белоусов композитор «Ивушка» ушкăнпа пĕрле Анна Мамиконавапа ун вĕренекенĕсене çĕнĕ хайлавсем янратса саламларĕç. Сергей Федотов ертсе пыракан «Эревет» ансамбль «Галатея» ташă ăстисемпе пĕрле концертсене хутшăнса питĕ туслă пурăнать. Паллă юрăçсемпе театр артисчĕсем саламларĕç пултаруллă хореографа.

- Асамлă юмахра пулнă пекех туйăнчĕ. Ун пек çынсене пирĕн хаклама пĕлмелле, - тет РФ тава тивĕçлĕ, чăваш халăх артисчĕ Валентина Смирнова-Геворкян.

«Галатея» ансамбльте ушкăнпа ташлама та, пĕччен аталанса пыракан ачасене вăй илме те пулăшаççĕ. Даша Платонова çинчен, сăмахран, хаçатсенче «пулас Надежда Павлова» тесе çыраççĕ. Пултаруллă хĕр ача Мускавпа Питĕрте, Хусанпа Самарта темиçе хутчен те тĕрлĕ тупăшусенче çĕнтерсе таврăннă. Аня Жигулёвапа Даша Алексеева та унран юлмаççĕ. «Вĕренекенсем пултаруллă та талантлă пулнишĕн хĕпĕртетĕп, вĕсемшĕн хумханатăп, вĕсемпе мухтанатăп», - тет Анна Мамиконова.