Вăрмар районĕ чи таса мар муниципалитетсен йышне лекнĕ

Халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсене республикăра ирĕк паман вырăнта çÿп-çап куписем ÿсни канăç памасть. Нумаях пулмасть вĕсем патне Вырăс географи пĕрлешĕвĕ те çырупа тухнă. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче экспедици вăхăтĕнче вĕсем Вăрмар районĕнче ăпăр-тапăр куписене асăрханă. Халăх фрончĕн хастарĕсем çийĕнчех тĕрĕслевпе района çитрĕç.

Леонид Петров, Александр Яковлев

Çу уйăхĕнче Вырăс географи пĕрлешĕвĕн экспедицийĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи «Хусан чиккипе» кăсăкланнă. Çавна май Вăрмар, Куславкка, Тăвай тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пулнă. Çула май экологи лару-тăрăвне сăнанă. 4 кунра вĕсем сапаланса выртакан 10-шар çÿп-çап купине тупса палăртнă. Чи нумай тасамарлăх Аслă Чак ял тăрахĕнче - тÿрех 4 лаптăк.

Вĕсенче хуçалăхра усă курнă тĕрлĕ ăпăр-тапăр тĕл пулать: пластик кĕленче, савăт-сапа, строительство материалĕсем.

Аслă Чак ял тăрăхĕнчи каяш куписем, паллах, хăйсене хăйсем ÿссе ларман. Çынсем ăпăр-тапăра темиçе çул кăларса пăрахнă. Вĕсемпе калаçнин усси сахалрах, теççĕ вырăнти пуçлăхсем.

Ял администрацийĕ çÿп-çапа кирлĕ çĕре турттарма вырăнти «Водоканал» предприятипе килĕшÿ тунă. Анчах ялсенче каяш пуçтармалли савăтсене лартман. Тасамарлăха пĕр вырăна пухасси те халăх культуринче çук. Çынсем вилнĕ выльăх-чĕрлĕх кĕлеткисене те кăларса пăрахаççĕ. Кун пек лару-тăру Вăрмар районĕнче кăна мар. Çакна шута илсе Халăх фрончĕн хастарĕсем кăçал «Генеральная уборка» проект пуçарнă.

- Ырă тĕслĕхсем пур. Вăрнар, Элĕк районĕсенче интерактивлă карттăра таса мар лаптăксене палăртнă хыççăн тепĕр кунах тасатнă, - тет проект координаторĕ Владимир Михайлов.

Проект хута кайнăранпа ятарлă картта çинче Чăваш Енри 37 лаптăка палăртнă. Кĕçех унта Вăрмар районĕнчи объектсем те кĕрĕç. Çивĕч ыйтăва татса пама Халăх фрончĕн хастарĕсем Çут çанталăк министерствине, тĕрлĕ надзор органне тата прокуратурăна документсем çитерĕç.

Территорисене тирпей-илем кĕртес тема Республика Пуçлăхĕ Халăх фрончĕн хастарĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура та тĕп вырăнта пулчĕ. „Критиклени кăна çителĕксĕр, обществăлла организацисемпе влаç органĕсен килĕштерсе ĕçлемелле“, - терĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен пуçлăхĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса муниципалитетсен реестрне йĕркелеме сĕнчĕ. Вĕсене хушма укçа-тенкĕпе хавхалантармалли майсем шырама ыйтрĕ.