Шупашкарта халăхсем хушшинчи кино фестивалĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ

Ăна вак халăхсен кинематографне халалланă. Конкурс программинче 30 ытла фильм. Куракансем вара пĕтĕмпе 60 автор ĕçĕпе паллашма пултарĕç.

Оксана Баскакова, Наталия Егорова, Михаил Солин

Уява килекенсене оркестр кĕтсе илчĕ, хăнасен кăмăлне хавхалантарчĕ. Çынсем фестиваль уçăлнипе хавасланнине пĕлтерчĕç. Кăçал жюри председательне Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Марк Рудинштейн режиссера суйланă.

- Пирĕн пата пысăк хăнасем килчĕç. Тĕрлĕ регионти пултарулăх çыннисем. Ахальтен мар форум вак халăхсен фестивалĕ шутланать, - тет ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов.

Нумайăшĕ Саха республикинчи авторсен ĕçĕсемпе кăсăкланаççĕ. Вĕсен фильмĕсем Берлинри тата Венецири фестивальсенче палăрнă. Шупашкарта Якути режиссерĕсем 5 ĕç кăтартĕç. Çавăн пекех Питĕр, Кăркăстан тата Казахстан авторĕсен фильмĕсемпе паллашма май пур.

Шупашкарти фестивальте çĕнĕ çăлтăр ячĕсем çуталаса шанаççĕ йĕркелӳçĕсем.